Ҫулталӑкӑн чи асамлӑ уявӗччен кӑшт ҫеҫ вӑхӑт юлчӗ! Уяв кӑмӑлне туятӑр-и ӗнтӗ?
Лайӑх хыпар: кӑҫал пире Ҫӗнӗ ҫулӑн вӑрӑм каникулӗ кӗтет – 12 кун тӑршшӗ. Декабрӗн 31-мӗшӗнчен пуҫласа январӗн 11-мӗшӗччен канатпӑр. Ӗҫе вара январӗн 12-мӗшӗнче, тунтикун, тухатпӑр. Ҫула тухма, ҫывӑх ҫынсемпе тӗл пулма тата лайӑх канма малтанах планлама пулать.
РФ Ӗҫ министерстви.
Август 2026 |
