Хаклă ентешĕмĕрсем!

Категория: Общество Опубликовано: 26.12.2025, 09:36 Просмотров: 100

Сире пурне те çывхарса килекен Çĕнĕ çул тата Христос çуралнă кун ячĕпе ăшшăн саламлатпăр.

Вăхăт сисĕнмесĕрех иртет. Акă, 2025 çул та вĕçленет. Çак хушăра пирĕн округ аталану çулĕпе малаллах кайрĕ. Тыр-пул та тухăçлă пулчĕ кăçал: кашни гектартан вăтамран 32,5 ц пуçтарса илтĕмĕр. Çулсем юсассипе те малалла ĕçлерĕмĕр. «Пурнăç инфратытăмĕ» наци проекчĕпе «Тойкилтĕ – Кĕртекасси» çула тата 3 км та 410 м тăршшĕ юсарăмăр. Унсăр пуçне «Мăн Шашкар – Хунтăкасси – Мемеккасси», «Панкли – Хурăнкасси», «Мăн Сĕнтĕр – Мăн Хураçка – Ишмула», «Йÿçкасси – Панкли» çулсене юсарăмăр. Çавăн пекех «Автанкасси – Муркаш – Козьмодемьянск – Сентимĕр» çула та юсама пуçларăмăр. Асăннă объекта 3 çулта юсаса пĕтермелле пирĕн. Вĕрентÿ, культура, сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсене юсассипе те мĕн палăртнине пурнăçларăмăр. Москакассинче çĕнĕ ача садне хута ятăмăр. Ярапайкасси шкулне тĕплĕн юсарăмăр. Кăпасра çĕнĕ ФАП уçăлчĕ. Врач амбулаторийĕсене юсассипе те малалла ĕçлерĕмĕр. Культура сферине илес пулсан, Юнкăри Культура çуртне тĕплĕн юсарăмăр. Кинозал ĕçлеме пуçларĕ. Куçса çÿрекен автоклуб республикăра чи лайăххи пулса тăчĕ. Пуçарулăх бюджечĕпе 3 ялта çĕнĕ клуб туса лартрăмăр: Мăн Шашкарта, Шатракассинче тата Çатракассинче. Кунта пирĕн уйрăмах ял çыннисене тав сăмахĕ калас килет. Муркаш тăрăхĕнче пурăнакансем çулсеренех «Ниме –Халăх бюджечĕ» программăна активлă хутшăнаççĕ. Кăçал пурĕ 63 проект пурнăçа кĕртрĕмĕр. Асăннă клубсене тунисĕр пуçне ялти çулсене, шыв пăрăхĕсене юсарăмăр, пĕвесемпе çăлсене тасатрăмăр тата халăхшăн чи пĕлтерĕшлĕ ытти ыйтусене татса патăмăр. Ял çыннисен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатассине те пысăк тимлĕх уйăртăмăр.Тĕрлĕ программăпа тепĕр 25 çемье çĕнĕ хваттерлĕ пулчĕ. Пур отрасль те ăнăçлă аталанчĕ. 2025 çулта Муркаш округĕ хăй умне лартнă тĕллевсене пĕтĕмпех пурнăçларĕ, республикăра ырă ятлисен шутĕнчех пулчĕ. Пĕтĕм Раççейри «Обществăлла финанссене тытса пырас сферăра Раççейри чи лайăх муниципалитет йĕркеленĕвĕ» конкурсра пирĕн округ муниципалитет услугисене парассипе лайăх ĕçленĕшĕн диплома тивĕçрĕ. Уйрăм предприятисем те республикăри тĕрлĕ конкурссенче мала тухрĕç. Уйрăм тав сăмахĕсене паян çĕршыва хÿтĕлекенсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсен ячĕпе калас килет. Çĕре çити тайма пуç сире, салтаксем, çĕршыва юратнăшăн, çĕршыва, мирлĕ пурнăçа хÿтĕленĕшĕн. Тавах сире, салтак амăшсем, чăн-чăн паттăрсем çитĕнтернĕшĕн. Тавах сире, Муркаш тăрăхĕнче пурăнакансем, çĕнтерÿ çывхартăр тесе хăвăртан килнине йăлтах тунăшăн, фронта пулăшнăшăн. Хаклă çыннăмăрсем! Мĕнпур çитĕнĕве эпир сирĕнпе пурте пĕрле турăмăр. Пысăк тав сире тăрăшуллă ĕçшĕн, тăван Муркаш тăрăхĕ, республика, çĕршыв аталанăвĕшĕн чун-чĕререн тăрăшса ĕçленĕшĕн. Çитес çул та хамăр пуласлăхшăн, тăван Муркаш ен аталанăвĕшĕн пурте пĕрле пĕр-пĕрне ăнланса, тăрăшса ĕçлесчĕ. Сире пурсăра та çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал, юрату, телей сунатпăр. Çĕнĕ çулта та мĕн шутлани пурнăçлантăр, ĕмĕтĕрсем çитсе пыччăр. Çĕр çинче мирлĕ пурнăç пултăр.

Çĕнĕ çул ячĕпе сире пурне те!

Муркаш мунциципалитет округ пуçлăхĕ Алексей Матросов .

Депутатсен Муркаш муниципалитет округ Пухăвĕн председателĕ Александр Иванов .

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6