Мăн Сĕнтĕр больницине кĕмелли çула юсамалла

Категория: Общество Опубликовано: 19.12.2025, 11:11 Просмотров: 92

Хаçат редакцине Кăпасра пурăнакан Татьяна Трифонова çакăн пек ыйтупа килчĕ.

«Манăн атте 1-мĕш ушкăнри инвалид, йывăр чирлĕ çын. Çак кунсенче ăна Мăн Сĕнтĕр больницине сипленме вырттартăмăр. Больницăра юсав ирттернĕ, халĕ унта лайăх, хитре. Анчах та больница патне пымалли çул майĕ çук, питĕ япăх, машинăпа кĕрсе тухма йывăр, машина лартмалли ятарлă вырăн туман. 1-мĕш ушкăн инвалидне шала йăтса кĕртес тесе машинăпа çурт çумнерех кайрăмăр. Выртакан çынна аякран йăтса килейместĕн вĕт. Анчах та унта ĕçлекен çын пире асăрхаттарчĕ, унта машина лартма юрамасть терĕ. Тепĕр кунхине атте валли ятарлă матрас илсе кайса памалла пулчĕ. Машинăпа каллех алăк патнерех пытăмăр. Вăл та йăтса кĕме пĕчĕк япала мар. Пире каллех унта ĕçлекен çын асăрхаттарчĕ, машина лартма юрамасть терĕ. Мĕнле япала ку? Çуртне юсанă, мĕншĕн алăк патне пымалли çула юсаман, машина лартмалли вырăн туман?»

Ыйтăва Муркаш районĕн тĕп больницин администрацине çитертĕм. Унтан çакăн пек хурав пачĕç: «Муркаш районĕн тĕп больници Чăваш Республикин Сывлăх сыхлав министерствине районти 2 № больница стационарĕн территорине хăтлăх кĕртессипе ĕçлеме проектпа смета документацине хатĕрлеме тĕллевлĕ субсиди уйăрма ыйтупа тухрĕ».

Роза ИЛЛАРИОНОВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6