Муркаш район прокуратури вырăнти хĕрарăм ыйтăвĕ тăрăх граждансен сывлăхĕпе пурнăçне сыхлассин законодательствине пăхăнни тĕлĕшпе тĕрĕслев ирттернĕ.
Çакна тупса палăртнă. Çул-йĕр çинчи инкек хыççăн хĕрарăма Чăваш Республикин «Медицинăн васкавлă пулăшу больници» бюджет учрежденине илсе çитернĕ. Пациенткăна тивĕçтернĕ медицина пулăшăвĕ кирлĕ шайра пулман. Заявленипе тухнă хĕрарăмăн прависемпе саккунлă интересĕсене хÿтĕлес тĕлĕшпе Муркаш район прокуратури суда иск заявленийĕпе тухнă, мораль тĕлĕшпе сиен кÿнине саплаштарма медицина организацийĕнчен шыраса илме ыйтнă. Район сучĕ прокуратура ыйтăвне тивĕçтернĕ, хĕрарăма мораль тĕлĕшпе сиен кÿнине саплаштарма 105 пин тенкĕ шыраса илме йышăну тунă. Суд йышăнăвĕ саккунлă вăя кĕмен.
Муркаш район прокуратури.
Август 2026 |
