«Хуркайăк çулĕ»

Категория: Общество Опубликовано: 19.12.2025, 11:08 Просмотров: 85

К. Иванов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх драма театрĕн артисчĕсем лартнă «Хуркайăк çулĕ» спектаклĕ Муркашри Культура çуртне пухăннă кашни кураканăн чун-чĕри витĕр тухса тарăн йĕр хăварчĕ. Урăхла майĕ те çук. Ĕçсем хăрушă вăрçă пуçланиччен, вăрçă çулĕсенче тата хыççăн пулса иртеççĕ...

«Молитва о солдате» проекта Хĕрарăмсен Чăваш Енти пĕрлĕхĕ тата Культура министерстви тăрăшнипе, Президент гранчĕсен фончĕн, регионти Экономика аталанăвĕн министерствин укçи-тенкипе хатĕрленĕ. Спектакле курма ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксен амăшĕсене тата волонтерсене чĕннĕ. Куракансем – зал туллиех. Мероприятие округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ – вĕренÿ, çамрăксен политикин пайĕн ертÿçи Зоя Дипломатова хутшăнчĕ. «Пурнăç паян та лăпках мар. Çакăнта ларакансене те йывăрлăхпа тĕл пулма тиврĕ. Апла пулин те пуçа усар мар. Пирĕн яланах пĕрле пулмалла, пĕрне-пĕри пулăшмалла, ырă сăмахсем каламалла, малаллах пурăнмалла», – терĕ Зоя Юрьевна. Культура пайĕн, хĕрарăмсен канашĕн округри ертÿçи Любовь Рыжкова проектпа кĕскен паллаштарчĕ. «Çак спектакле Муркаш округĕнче те кăтартни питĕ лайăх. Республикăра ăна пилĕк округра тÿлевсĕр кăтартаççĕ, вăл шутра – пирĕн патра та. Эсир çак спектакле курма килме май тупнишĕн эпĕ питĕ савăнатăп», –терĕЛюбовь Александровна.

Муркаш тата Элĕк районĕсен çар комиссарĕ Евгений Степанов та мероприятие пухăннисене ырă сăмахсем каларĕ. «Хуркайăк çулĕ» спектакле Чингиз Айтматовăн «Материнское поле» пьеси тăрăх хатĕрленĕ. Унти тĕп герой – Чĕкеç, сцена çинчи ĕç ытларах монолог шайĕнче пулса иртет. Мăшăрĕпе вĕсем виçĕ патвар ывăл çуратса ÿстернĕ, çемье çĕр ĕçĕпе тар тăкса пурăннă, çăкăр ÿстернĕ. Йăла тăрăх, çĕнĕ çăкăра çемье пуçĕ малтан мăшăрне пуçласа çиме сĕнет. Йăлтах йĕркеллĕ темелле. Анчах та хăрушă вăрçă пуçланать. Чĕкеçĕн ывăлĕсем тата мăшăрĕ те фронта тухса каяççĕ. Мăшăрĕ вара бригадир ĕçне Чĕкеçе шанса парать. Вăрçă çулĕсем, выçлăх çулĕсем, мăшăрĕн тата ывăлĕсен вилнĕ хучĕсем... Пĕтĕм вăй-хала пухса хĕрарăм çĕр сухалать, çăкăр ÿстерет, кашни тырă пĕрчине ылтăнпа танлаштарать. Хуйхă вĕçленмен-ха, кинĕ вилсен вара тин кăна çут тĕнчене килнĕ пĕчĕк ачана Чĕкеçĕн пăхса ÿстерме тивет. Йăлтах чăтать хĕрарăм, куççуль кăларсан та хуçăлмасть. «Хам пурăннă чухне сире асăнсах тăратăп», – тет. Вăл хăйĕн чун ыратăвне Çĕр-аннепе калаçса пусарать, унран канаш ыйтать. Хĕрарăм сассинче – мĕнпур амăшĕн чун ыратăвĕ, çирĕплĕхĕ.

Эпĕ спектакле курма пынисен ячĕпе Чăваш Енти хĕрарăмсен пĕрлĕхĕн округри уйрăмĕн ертÿçине Любовь Рыжковăна çак ĕçе йĕркеленĕшĕн тав тăватăп. Спектакль – пурнăç чăнлăхĕ. Халĕ те салтак мăшăрĕсене, амăшĕсене çăмăл мар. Эпир пĕрле пулсан кăна вăйлă. Çакна эпир округри ыр кăмăллăх ĕçĕсенчен те куратпăр. Волонтерсем фронта пулăшассишĕн нумай тăрăшаççĕ. Спектакле çитсе курăр, ÿкĕнмĕр.

Роза ИЛЛАРИОНОВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6