Шупашкарта К. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче нумаях пулмасть шкул театрĕсен республикăри виççĕмĕш «АСАМ» фестивальне пĕтĕмлетрĕç. Кăçал ăна Раççейри Çĕршыв хÿтĕлевçисен çулталăкне тата Чăваш Республикинчи Çĕнтерÿпе патриотлăх çулталăкне халалланă. Унта 300 вĕренÿ заведенийĕнчи 400 яхăн ача хутшăннă.
Аса илтеретпĕр, фестивале 2023 çулта Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева пуçарчĕ. Çак фестиваль пирĕн округра октябрĕн 1 – 14-мĕшĕсенче иртрĕ. Вĕренÿ пайĕн специалисчĕсенчен тата ача-пăча пултарулăх çурчĕн специалисчĕсенчен тăракан жюри шкул театрĕсен 13 ĕçне хакларĕ. Çамрăк артистсем вăрçă вăхăтĕнчи паттăрлăха кăтартса пачĕç, куракана çав тапхăрта пулма май пачĕç. Кашни постановка тарăн шухăшлă тата кăсăклă пулчĕ. Жюри шкул театрĕсен ĕçне çапла хакларĕ. Муркаш шкулĕ çумĕнчи «Юные таланты» коллективăн постановки чи пысăк сасă пухрĕ. Н. Волкова тата Л. Митрофанова ертсе пынипе çамрăк артистсем пысăк пултарулăхпа палăрчĕç. Çак коллектив Етĕрне хулинче ноябрĕн 17-мĕшĕнче хăйĕн ăсталăхĕпе паллаштарчĕ. Çамрăк артистсене Шупашкарти К. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрне савăнăçлă церемоние йыхравларĕç. Муркаш шкулĕ (ертÿçи Н. Волкова) Гран-при илме тивĕçрĕ. Ильинка шкулĕ (ертÿçи Е. Таймаскина) – 1 степеньлĕ лауреат, Сыпай шкулĕ (ертÿçи Н. Яковлева) –1 степеньлĕ лауреат, Турай шкулĕ (ертÿçи О. Петрова) – 2 степеньлĕ лауреат, Оринин шкулĕ (ертÿçи С. Вязова) – 3 степеньлĕ лауреат. Йÿçкасси шкулĕ (ертÿçи Л. Васильева) – 1 степеньлĕ дипломант, Мăн Сĕнтĕр шкулĕ (ертÿçи В. Михайлова) – 2 степеньлĕ дипломант, Ярапайкасси шкулĕ (ертÿçи Г. Емельянова) – 2 степеньлĕ дипломант, Шомик шкулĕ (ертÿçи Е. Тихонова) – 2 степеньлĕ дипломант, Чуманкасси шкулĕ (ертÿçи Г. Васильева) – 2 степеньлĕ дипломант, Шурча шкулĕ (ертÿçи Л. Григорьева) – 3 степеньлĕ дипломант, Нискасси шкулĕ (ертÿçи О. Дмитриева) – 3 степеньлĕ дипломант, Калайкасси шкулĕ (ертÿçи Ж. Семенова) – 3 степеньлĕ дипломант. «Режиссерăн чи лайăх ĕçĕ» номинацире çаксем çĕнтерчĕç: Муркаш шкулĕ çумĕнчи «Юные таланты» театр студийĕн ертÿçи Н. Волкова, Сыпай шкулĕ çумĕнчи «Вдохновение» театр студийĕн ертÿçи Н. Яковлева, Ильинка шкулĕ çумĕнчи «Гармония» театр студийĕн ертÿçи Е. Таймаскина. «Чи лайăх музыка спектаклĕ» номинацире çаксем çĕнтерчĕç: Турай шкулĕ çумĕнчи «Наш театр» театр студийĕ, Оринин шкулĕ çумĕнчи «Юный театрал» театр студийĕ. Çĕнтерÿçĕсем ытти номинацире те пулчĕç. Шкул театрĕ – ачасешмĕн питĕ кирлĕ аталану. Пысăк сцена шăпах пĕчĕк сценăран пуçланать те. Сцена вара ачасене шанăçлăх парать, пытаннă таланта çутта кăларма пулăшать. Пултаруллă ачасене ăсталăх çулĕ кĕтет.
Сăн ÿкерчĕкре: сцена çинче – Муркаш шкулĕн ачисем.
Август 2026 |
