Декабрĕн 3-мĕшĕнче республикăри «Одаренные дети Чувашии – 2025» форумăн финал тапхăрĕ вĕçленчĕ. Конкурс виçĕ тапхăрпа иртрĕ. Декабрĕн 12-мĕшĕнче вара форум çĕнтерÿçисемпе призерĕсене савăнăçлă лару-тăрура чысларĕç.
Муркашри учрежденисенче вĕренекенсем – тĕслĕхри ача-пăча хореографи «Вдохновение» ушкăн тата тĕслĕхри «Фантазия» хореографи ансамблĕ çулсеренех çак форума хутшăнса пысăк ăсталăх кăтартаççĕ. Сцена çине художество шкулĕсенчи тата училищисенчи 17 хореографи ушкăнĕ тата 100 ытла талантлă ача тухрĕ. «Хореография» номинацире «Вдохновение» ушкăн 1 степеньлĕ лауреат пулса тăчĕ, ертÿçи – Л. Митрофанова (1-мĕш сăн ÿкерчĕкре). Тĕслĕхри «Фантазия» хореографи ансамблĕ 2 степеньлĕ лауреат пулса тăчĕ, ертÿçисем – О. Григорьева (2-мĕш сăн ÿкерчĕкре), Е. Данилова.
Август 2026 |
