«Тяпакассисен ĕçне пысăка хурса хакларĕç»

Категория: Общество Опубликовано: 19.12.2025, 10:50 Просмотров: 86

Çапла каларĕ депутатсен округри Пухăвĕн депутачĕ Михаил Бычков.

Нумаях пулмасть Шупашкарта «Пехет» агромаркетра «Чувашия туристическая – зимний сезон» ятпа регионсем хушшинчи анлă форум иртрĕ, ĕçлĕ хутшăнусемпе килĕшÿсем пулчĕç. Форумра Чăваш Енти «çăл куçсен картти» тума килĕшÿ çырчĕç. «Туристско-рекреационный потенциал родников в Чувашии: опыт и перспективы развития» темăпа ĕçлĕ калаçу иртрĕ. Çавăн пекех форумра 2025 çулхи чи лайăх çăл куç конкурса пĕтĕмлетрĕç. Мероприяти влаç органĕсемпе бизнес представителĕсене, вырăнти пуçаруллă çынсене пĕрлештерчĕ. Çăл куçсен реестрне республикăри 875 çăл куçа кĕртнĕ. Вĕсене РГО «Родники Чувашии» проекчĕ шайĕнче тĕрĕсленĕ. Çак ĕç – экотуризм аталанăвĕнчи пĕр утăм, çавăн пекех çут ĕç навигацийĕн инструменчĕ. Регионсем хушшинчи форума депутатсен округ Пухăвĕн депутачĕ Михаил Бычков та хутшăнчĕ, Ильинка тăрăхĕнчи Тяпакасси çăл куçĕ çулталăкри чи лайăх çăл куç конкурс çĕнтерÿçи йышне кĕчĕ. Унта тĕрлĕ муниципалитетри 14 пуçарулăх проектне тăратнă. Çĕнтерÿçĕсене Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Эмир Бедертдинов саламларĕ. Çут çанталăк еткерлĕхне упрассинче пĕрле тăрăшни пысăк пĕлтерĕшлине палăртрĕ.

– Ильинка территори пайĕ – республикăри илемлĕ кĕтессенчен пĕри. Кунта хăнасене кăтартмалли, кĕтсе илмелли илемлĕ вырăнсем пур пирĕн. Шыв сикки, страус ферми, «Юман» кафе, çавăн пекех ытти объектсем те. Республика конкурсĕнче пирĕн тăрăхри çăл куç çĕнтерÿçĕ йышне кĕнишĕн вара эпĕ питĕ савăнтăм. Пысăк сцена çинчен тяпакассисене асăнни – пысăк чыс. Ку пире малашне татах та хавхаланарах ĕçлеме хистет. Çавăн пек илемлĕ вырăнсем ытларах пулсан пирĕн тăрăха килсе çÿрекен хăнасем те йышланĕç. Ильинкăсем çулсеренех пуçарулăх бюджечĕн программипе анлăн ĕçлесе пыраççĕ. Кăçал çак программăпа 4 проект пулчĕ. Вăл шутра – Тяпакассинчи çăл куç та. Çынсемпе калаçнă хыççăн çак вырăна тирпейлеме шухăшларăмăр, пуçарулăх бюджечĕн программине кĕтĕмĕр, пуçарулăх ушкăнĕ туса хутăмăр. Халăхран пухмалли пайне – 115 пин тенкине – вара хамах тÿлерĕм. Ĕçне пурнăçлаканни Сергей Колбасов уйрăм предприниматель пулчĕ. Валентина Аникина, Тамара Хораськина, Елена Иванова, Николай Савельев, Борис Ермаков, Иван Скворцов тавралăха тирпейлерĕç. Зинаида Фомина, Юлия Сорокина, Вера Ермакова, Светлана Иванова чылай тăрăшрĕç, ыттисем те хастар пулчĕç. Çитес вăхăтра пĕрле тумалли ĕçсем татах пур-ха пирĕн. Çитес çул пуçарулăх бюджечĕн программипе Хунтăкасси пĕвине тасатмалла. Ăна валли укçа пуçтарса çитернĕ эпир. Çăл куçа вырăнти çынсемпе çулла тирпейлесе илемлетрĕмĕр эпир. Савăнăçлăн халăхпа, хăнасемпе пĕрле уçрăмăр, чăваш йăли-йĕркипе уяв турăмăр. Малашне ку çынсен кану вырăнĕ пулса тăрĕ. Шывне Рустик атте тасатса-сăвапласа пачĕ пире. Шывĕ пурин валли те çитет, – терĕ Михаил Бычков.

Роза ИЛЛАРИОНОВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6