Çĕршыв шайĕнче палăрчĕ

Категория: Общество Опубликовано: 19.12.2025, 10:46 Просмотров: 88

Сăн ÿкерчĕкре куракан Калайкасси шкулĕнчи Саида Колдашова пĕтĕм Раççейри «Лучший школьный библиотекарь России» конкурсăн призерĕ пулса тăчĕ. Конкурс декабрĕн 12-мĕшĕнче Мускав хулинче иртрĕ.

Унта шкул библиотекарĕсен форумĕ пулчĕ, пĕр пине яхăн çын хутшăнчĕ: вĕрентекенсем, студентсем, литература клубĕсен «Чтецкие программы» проекчĕн кураторĕсем, директорсен советникĕсем. Тĕп калаçу асăннă профессин аталану стратегийĕ пирки пулчĕ. Саида Колдашова – пысăк ăсталăхлă специалист, шкул библиотекарĕ, музыка учителĕ, директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен советникĕ. Чаплă чыслав «Россия» Наци центрĕнче иртрĕ. Унта 21 регионти «Самая читающая школа России» конкурс çĕнтерÿçисемпе призерĕсене чысларĕç. Çавăн пекех «Лучший школьный педагог-библиотекарь России» конкурсăн 27 регионти 43 çĕнтерÿçипе призерĕн ячĕсене палăртрĕç.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6