Юнкăра Культура çуртне çĕнетрĕç

Категория: Общество Опубликовано: 19.12.2025, 10:44 Просмотров: 74

Капиталлă юсав ирттернĕ хыççăн савăнăçлă лару-тăрура Юнкăри Культура çуртне уçрĕç. «Ку пирĕншĕн – Çĕнĕ çул парни. Тинех ăшă, хитре çуртра пухăнма пуçлăпăр», – хăйсен савăнăçне пытармарĕç ял çыннисем.

Çĕнелнĕ Культура çуртне уçнă ятпа юнкăсене округ администрацийĕн культура тата архив ĕçĕсен пайĕн ертÿçи Любовь Рыжкова саламларĕ. Вăл палăртнă тăрăх, юлашки 7 çулта округра 20 яхăн культура учрежденине юсаса çĕнетнĕ, 4 çĕнĕ клуб хута янă, 2 тĕслĕх библиотека тата кинозал уçнă. Çĕнĕ çулта вара муркашсене çĕнĕ ĕçсем кĕтеççĕ. «Кунта яланах халăх йышлăн пухăнтăр. Нумай-нумай мероприяти ирттĕр, зал вара ял çыннисен хаваслă сассипе тултăр», – çапла каласа савăнăçпа ырлăх сунчĕ культура ĕçченĕсене тата вырăнти çынсене Любовь Александровна. Çакăн пек савăнăçлă ĕçе ял çыннисене депутатсен округри Пухăвĕн депутачĕ Тамара Салдакеева, централизациленĕ клуб системин ертÿçи Станислав Григорьев саламларĕç, çавăн пекех çак территоринчи учрежденисен ертÿçисем те ăшă сăмахсем каларĕç. Ял çыннисен савăнăçне ăнланма пулать. Культура çуртне 1991 çулта хута янă, çав вăхăтранпа унта юсав ĕçĕсене ирттермен. Акă халĕ вĕсен ĕмĕчĕ пурнăçланчĕ. Культура çурчĕн ертÿçи Людмила Кудряшова та хăйĕн савăнăçне пытармарĕ. Халĕ вара çуртра ăшă та илемлĕ кăна мар, сĕтел-пукан çĕнĕ тата меллĕ, сасă тасан илтĕнет, сцена тумĕ питĕ илемлĕ. Библиотекăна çÿрекенсем те кăмăллă. «Малтан библиотекăра сивĕччĕ, халĕ вара çутă, ăшă, меллĕ. Кунтан халĕ каяс та килмест. Хаçат-журнал вулама, телепередачăсем пăхма, пĕр-пĕринпе калаçма килсех çÿрĕпĕр эпир», – çапла калаççĕ библиотекăна çÿрекенсем. Округри культура ĕçченĕсем яланхи пекех ăшă юрăсем парнелерĕç, çынсен кăмăл-туйăмне хăпартрĕç. Çак ăшăлăх кунта нихăçан та ан иксĕлтĕр.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6