Чун ӑшшипе ӑшӑтар

Категория: Общество Опубликовано: 19.12.2025, 10:41 Просмотров: 68

Муркаш шкулӗн ачисем «Чун ӑшшипе ӑшӑтар» ыр кӑмӑллӑх акцине хутшӑнчӗҫ. Унӑн тӗллевӗ – ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан салтаксем валли гуманитари пулӑшӑвӗ пухасси.

Ачасем, вӗсен ашшӗ-амӑшӗ тата педагогсем нумай кирлӗ япала илсе килнӗ: ӑшӑ нускисем, перчеткесем, консервӑсем, тушенкӑсем, кофе, чей, пылак ҫимӗҫ, ҫӑратнӑ сӗт, сахӑр, кӗрпе тата ытти кирлӗ япала. Ҫавӑн пекех вӗсем ҫырусемпе ӳкерчӗксем хатӗрленӗ. Ҫаксене пурне те тирпейлӗн пухса хамӑр ялти пуҫтару пунктне леҫсе пачӗҫ. «Тӳпе хывма нихӑҫан та кая мар. Кирек мӗнле пулӑшу та кирлӗ, ҫакна тума кашниех вӑй ҫитерет. Пирӗн тӑрӑшулӑхпа тимлӗх хамӑр салтаксене сыхласа, пулӑшса пырасса эпир чун-чӗререн ӗненетпӗр. Вӗсене ҫапӑҫу хирӗнче ҫӗнтерсе хӑвӑртрах киле таврӑнма сунатпӑр», – теҫҫӗ акцие хутшӑнакан ачасем.

Сӑн ӳкерчӗкре: Муркаш шкулӗн ачисем салтаксем патне яма парнесем хатӗрлеҫҫӗ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6