Кулленхи пурнăçра ялсем аталанса пынине курсан чун савăнать. Çакна ялсенче пурăнакансем те паян пытармаççĕ. Хăйсен ĕмĕт-тĕллевĕсене пурнăçа кĕртме пулăшакансене вĕсем чĕререн тав сăмахĕ калаççĕ. Пĕрлехи мал туртăмлă ĕç хыçĕнче ялсен малашлăхĕ тăнине те пытармаççĕ вĕсем. Халĕ пуçланă калаçу москакассисемшĕн те ют мар. Иртнĕ эрнекун, раштав уйăхĕн 12-мĕшĕнче, Москакассинче кунта пурăнакансем нумай хушă кĕтнĕ «Колокольчик» ача сачĕ хута кайрĕ. Ку вăл ял çыннисемшĕн пысăк уяв пулчĕ. Çакна ача сачĕ уçăлнă çĕре халăх йышлă пухăнни те, хăнасем чылаййăн килсе çитни те çирĕплетрĕ. Пурнăçри йывăрлăхсене пăхмасăр çĕнĕ ача сачĕ хута яма пултарнивырăнти влаçшăнта, ку тăрăхра пурăнакансемшĕн те пысăк уяв пулчĕ.
– Москакассинче тата çывăхри ялсенче пурăнакансен, уйрăмах вĕсен пепкисен, чылайранпа кĕтнĕ ĕмĕчĕ пурнăçа кĕчĕ. Ку паян пирĕншĕн пуриншĕн те – пысăк савăнăç, чылай кĕтнĕ ырă самант. Çавăнпах пулĕ ача садне уçма та халăх йышлă пухăнчĕ. Кашнийĕнех сăн-питĕнче савăнăç шевли, калаçăвĕнче тав сăмахĕсем. Манăн хĕрпе ывăлăм малашне çĕнĕ те хăтлă садике çÿрĕç. Тавах пирĕн ял валли хатĕрленĕ çакăн пек парнешĕн республика тата округ ертÿçисене, тĕрлĕ шайри депутата, çак ĕçе хутшăннă строительсене, – ача садне çÿрекен ачасен ашшĕ-амăшĕ ячĕпе тав туса калаçрĕ Елизавета Ильина. 160 ача вырнаçмалăх «Колокольчик» ача сачĕ малтанхи пепкесене йышăнчĕ. Ăна «Çамрăксем тата ачасем» наци проекчĕн шайĕнче хута яма хатĕрлесе çитернĕ. Çĕнĕлĕхе çул пама Муркаш муниципалитет округ пуçлăхĕ Алексей Матросов хутшăнчĕ. «Ача сачĕ пепкесен савăнăç куллипе тулли пуласса, кунта çÿрекенсен йышĕ çултан-çул ÿссе пырасса шанатпăр. Кунта пурнăç çулĕн пĕрремĕш утăмĕсене тăвакансем çирĕп малашлăхлă пуласса ĕненетпăр. Ăна пурнăçа кĕртме кунта пур май та çителĕклĕ», – терĕ Алексей Николаевич уява пухăннă ашшĕ-амăшне, воспитательсен ушкăнне тата ача садне уçма хутшăнакансене ырлăх-сывлăхпа ăнăçу сунса. Маларах каланипе пĕрлех вăл çак садике туса ĕçе кĕртессипе хăйсен тÿпине хывнăшăн, пулăшнăшăн регион Пуçлăхне Олег Николаева, Патшалăх Думин депутатне Алла Салаевăна, ЧР Министрсен Кабинетне, Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствине, Муркаш муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвне, «Сеспель» ЧП» ЗАО директорне Владимир Бакшаева, Москакасси территори пайĕн пуçлăхне Денис Кириллова тата муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн депутатне Светлана Расколовăна ырăпа палăртса хăварчĕ. Тав сăмахĕсемпе пĕрлех Муркаш муниципалитет округ пуçлăхĕ Алексей Матросов ача садне валли тĕрлĕ оборудовани туянма 100 пин тенкĕлĕх сертификат парнелерĕ.
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Александр Федотов хăйĕн сăмахĕнче йывăррăн пуçланнă ĕç тулли илемпе вĕçленнине палăртрĕ. «Кунашкал ача сачĕпе халĕ ашшĕ-амăшĕ çеç мар, округ та туллин мухтанма пултарать. Ку вăл – пирĕн пуласлăх никĕсĕ», – терĕ вăл ача садне пĕтĕмĕшле хак парса. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Угаслов та ял çыннисен савăнăçĕпе хăй килĕшнине палăртрĕ. «Çакăн пек ырă ĕçсене округра ытларах çул парсан Муркаш муниципалитет округĕ те аталану çулĕпе курăмлă утăм тăвĕ. Çакна валли кунта пурте пур», –терĕвăл ача садне телейлĕ те вăрăм ĕмĕр сунса.
«Колокольчик» ача садне уçнă çĕре Чăваш Республикин Вĕренÿ министерствин шкулчченхи тата пĕрлехи вĕренÿ пайĕн пуçлăхĕ Марина Николаева та хутшăнчĕ. Хăйĕн сăмахĕнче вăл кăçал республикăра Москакассинчи ача сачĕсĕр пуçне 3 çĕнĕ шкул уçăлни çинче чарăнса тăчĕ, çак ĕç ачасен малашлăхĕпе çыхăннине палăртрĕ. Республикăри «Гражданла хÿтĕлев ĕçĕсемпе тивĕçтерекен служба» хысна учрежденийĕн пуçлăхĕн çумĕ Вениамин Петров каланă тăрăх, юлашки 5 çул хушшинче Олег Николаев ертсе пынипе социаллă ыйтусем малти вырăна тухрĕç. Çак хушăра 24 ача сачĕ хута кайнă ĕнтĕ. Шут йĕркипе пăхсан Москакассинчи ача сачĕ – 25-мĕш çурт. Ача сачĕ уçăлнă ятпа москакассисене «Сеспель» хупă акционер обществин директорăн пĕрлехи ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ Юрий Федотов, депутатсен округ Пухăвĕн депутачĕсем Павел Вязовпа Светлана Расколова ăшшăн саламларĕç, пурне те ырă малашлăх сунчĕç. Ача сачĕн заведующийĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх туса пыракан Катерина Миронова каланă тăрăх, çĕнĕ çулччен кунта 5 ушкăн ĕçлĕ. Ку таранччен ытти ача сачĕсене çÿренисем каялла таврăнсан, ачасен йышĕ палăрмаллах ÿсмеллине шанаççĕ москакассисем.
Шанни ума тăтăрччĕ.
Анатолий БЕЛОВ.
Август 2026 |
