Кӑҫал хӑмла тухӑҫӗ гектартан 18 центнертан та иртрӗ. Эпир 38 га лаптӑк ҫинче ҫӗнӗрен хӑмла лартрӑмӑр, хӑмла шпалерӗсене – 100 га. Ҫак кӑтартусем – юлашки ҫирӗм ҫулта чи пысӑккисем. Ҫапла пӗлтерчӗ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хӑйӗн телеграм-каналӗнче.
Эпир хӑмла туса илес отрасле ҫӗнетме тата анлӑлатма, производствӑпа тирпейлемелли калӑпӑша, суту-илӳ рынокӗсене анлӑлатма тӑрӑшатпӑр. 2030 ҫул тӗлне ҫимӗҫ паракан ӳсӗмри хӑмла лаптӑкне 2 пин гектара ҫитерме палӑртатпӑр. Кӑҫалхи пӗтӗмлетӳсем тӑрӑх эпир планпа пӑхнӑ мӗнпур кӑтартӑва ҫитрӗмӗр: бюджет тулашӗнчен 12 млн тенкӗ инвестици явӑҫтартӑмӑр, пысӑк тухӑҫлӑ 50 ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ туса хутӑмӑр, хӑмла туллин пухасси 302,7 тоннӑна ҫитрӗ, гранулӑллӑ хӑмла туса илесси вара 255 тонна пулчӗ. Тунӑ кӑтартусем эпир суйласа илнӗ отрасле аталантармалли стратегин тӗрӗслӗхне ҫирӗплетеҫҫӗ. Малашнехи пӗрлехи вӑйсем пире хамӑр республикӑра хӑмла ӗрчетес ӗҫе тухӑҫлӑ аталантарма май парасса шанатӑп.
Август 2026 |
