Сывлӑха упрӑр

Категория: Общество Опубликовано: 19.12.2025, 08:46 Просмотров: 94

Ҫак тапхӑрта эпир те, ҫӗршывӑн чылай регионӗ пекех, сезонлӑ шӑнса пӑсӑлакансен шучӗ ӳснине сӑнатпӑр. Пирӗн медицина учрежденийӗсем пысӑк хатӗрлӗх мелӗпе ӗҫлеҫҫӗ. Кашнине кирлӗ пулӑшупа тивӗҫтерес тесе тӗплӗн хатӗрлентӗмӗр. Ҫапла пӗлтерчӗ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хӑйӗн телеграм-каналӗнче.

Хальлӗхе тухтӑрсен сӑнавӗнче – стационарта та, амбулаторире те – 8800 ытла ҫын. Эпир вӗсене хӑвӑртрах сыватас тесе май пур таран тӑрӑшатпӑр, лару-тӑру динамикине тимлӗн сӑнатпӑр. Эпир грипп, ОРВИ, COVID-19 чирӗсене тӗрӗс диагностика лартма эмелсен, индивидуаллӑ хӳтӗлев хатӗрӗсен, ҫавӑн пекех тест-тытӑмсен тата реагентсен ҫителӗклӗ саппасне хатӗрленӗ. 12 инфекци стационарӗнче, ятарлӑ ача-пӑча уйрӑмӗсене кӗртсе, ҫителӗклӗ койка фончӗ йӗркеленӗ. Кирлӗ пулсан эпир хушма койкӑсене васкавлӑн вырнаҫтаратпӑр, пирӗн пӗр ҫын та тимлӗхсӗр ан юлтӑр, кашниех квалификациллӗ пулӑшу илтӗр. Тархасшӑн, хӑвӑрӑн тата ҫывӑх ҫыннӑрсен сывлӑхне упрӑр. Профилактика мерисене чи пысӑк яваплӑхпа пурнӑҫлӑр. Эпир хамӑр енчен сирӗн хӑрушсӑрлӑхӑр, ырлӑхӑр валли пур ӗҫе те туса пырӑпӑр.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6