Правительство ҫуртӗнчи кашни эрнере иртекен планеркӑра «Земство тухтӑрӗ», «Земство учителӗ» тата «Земство культура ӗҫченӗ» федераллӑ программӑсене пурнӑҫа кӗртнине сӳтсе яврӗҫ.
Эпир республикӑра ҫамрӑк специалистсем валли пур услови те туса паратпӑр, ҫав шутра ҫурт-йӗрпе те пулӑшатпӑр. Кун пирки Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хӑйӗн телеграм-каналӗнче пӗлтерчӗ. Республикӑри муниципалитетсене 1032 медицина ӗҫченӗ ӗҫлеме килнӗ: 800 яхӑн тухтӑр тата 235 вӑтам медперсонал. Кӑҫал 81 ҫын – 52 врач тата 29 медработник – пулӑшу илнӗ. «Земство учителӗ» программа та чылайӑшне кӑсӑклантарать: кӑҫал конкурса 52 ытла заявка панӑ. Кӑҫал 8 земство культура ӗҫченне ӗҫе вырнаҫтарнӑ, ҫитес ҫул 20 ҫӗнӗ специалиста явӑҫтарма палӑртатпӑр. Ҫак программӑсем ял территорийӗсене аталантарас ӗҫре пысӑк вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Ҫамрӑк специалистсем валли хӑтлӑ условисем туса эпир социаллӑ сферӑна ҫирӗплететпӗр кӑна мар, ялти пурнӑҫ пахалӑхне те ӳстеретпӗр, ҫакӑ региона ҫирӗп аталанма пулӑшать. Округ пуҫлӑхӗсен хӑйсен професси ӗҫӗ-хӗлӗ валли яла суйлакан специалистсене кирлӗ пулӑшу памалла.
Август 2026 |
