Ялшăн тăрăшать

Категория: Общество Опубликовано: 12.12.2025, 10:41 Просмотров: 115

Сăн ÿкерчĕкре Антакас Апаш ялĕнчи Елена Снежковăна куратăр. Вăл хăй вăхăтĕнче ял пурнăçне активлă хутшăннă çын, халĕ чылай çул тивĕçлĕ канура ĕнтĕ. Ĕç ĕмĕрне вырăнти ял хуçалăхĕнче ĕçлесе ирттернĕ Елена Петровна патне çитсе килтĕм эпĕ. Тирпейлĕ те çутă кил-çуртра кинемей пĕчченех пурăнать, вăхăта вара районта тухса тăракан тата ытти хаçата вуласа ирттерет.

– Эпĕ çак ялта çуралса ÿсрĕм, çак ялтах мăшăрлантăм, çакăнтах пурăнатăп. Халĕ 85 çула çитрĕм. Упăшкапа çирĕм тăватă çул анчах пурăнма май килчĕ, çамрăклах вилчĕ вăл. Ачасем килсех тăраççĕ, пулăшаççĕ. Манăн пĕр хĕр, виçĕ мăнук, кĕçĕн мăнуксем те пур халĕ ман, – терĕ вăл кăмăллăн. Елена Снежкова ĕмĕрĕпех колхозра ĕçлесе пурăннă, малтан бригадăра тăрăшнă, хыççăн стройка ĕçне хутшăннă. «Отарккă шкулне тума пуçларĕç те икĕ çул штукатур-маляр пулса ĕçлерĕм. Кайран хамăр патра выльăх-чĕрлĕх комплексĕ тума пуçларĕç, унта ĕçлесе ултă çул иртрĕ. Комплекс урайне бетон сарсах та пĕтерменччĕ, пăрусем усрама илсе килчĕç. Фермăна ĕçлеме куçрăм, çапла çирĕм çул иртрĕ. Пенси çине тухсан вара ĕç пăрахма тиврĕ, хунямана пăхмаллаччĕ ун чухне. Çапах та ĕç стажне 42 çула çитертĕм. Волгограда кайса ĕçлени те пулнă», – калаçăвне тăсрĕ вăл. Кинемей ял çыннисемпе яланах килĕштерсе пурăнма тăрăшать. Çак ялта çуралса тата кунтах пурăнакансенчен вăл – чи асли. Нумай çул чăваш радио хумĕ çине шăнкăравласа тухса ял çыннисене саламласа тăратчĕ. Ветерансен территори пайĕн канашне ертсе пыракан, çак ялта пурăнакан Алевтина Семенова Елена Снежкова пирки ырă сăмахсем каларĕ, вăл ял ĕçĕсенче ырă сĕнÿ-канашпа яланах пулăшса пынине пĕлтерчĕ.

– Ăна ялта пурте хисеплеççĕ. Ял пуласлăхĕшĕн, малашлăхĕшĕн тăрăшакан çын вăл. Пирĕн ялта малтан Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисене халалланă Асăну стели пулман. Елена Снежкова вара ялта çакна тума сĕнчĕ. Вăхăчĕ çапла пулса тухрĕ, ун чухне шăпах та регион пуçлăхĕ Олег Николаев сĕнĕвĕпе ялсенче усă курма 100-шер пин тенкĕ укçа уйăрса пачĕç. Анаткасапашсем вара пĕрле канашласа çав укçана Асăну стели тунă çĕрте усă курма шухăшларĕç. Ăна тума ял çыннисенчен те укçа пухрăмăр, Елена Петровна вара 5 пин тенкĕ пачĕ, 5-шер пин панисем татах та пулчĕç ун чухне. Стелăна кĕртмелли ятсене тупасси те çăмăлах пулмарĕ. Елена Снежкова çак ялтах çуралса ÿснĕрен тата кунти çынсем пирки вăл лайăх пĕлсе тăнăран вăрçăра пуç хунисен ячĕсене тупма чылай пулăшрĕ. Çак ятсене вара эпĕ официаллă информаци докуменчĕсемпе тĕрĕслесе танлаштартăм. Унăн пулăшăвĕ пирĕншĕн пысăк пулчĕ. Ытти ĕçрен те уйрăлса юлмасть вăл, укçине хĕрхенсе тăмасть. Çынсене вăл пурăнма, ĕçлеме, тикĕс çулпа утма яланах хавхалантарса тăрать. СВО салтакĕсене пулăшассинчен те аякра юлман. Ялта мĕнле ĕçсем туса ирттернине вара Елена Снежкова чăваш радио хумĕсем çинчен республика таранах пĕлтерсе тăратчĕ. Тăтăшах шăнкăравласа тухатчĕ, субботниксем туни, юсав ĕçĕсем ирттерни тата ытти пирки каласа кăтартатчĕ. Пире малалла ĕçлеме хавхалантарса, хистесе тăратчĕ, – терĕ Алевтина Семенова. Елена Петровнăна хăй вăхăтĕнче ял депутатне, район депутатне суйланă, ял старости, халăх заседателĕ пулма та шаннă ăна. Çавăнпа та унăн çынсемпе ĕçлеме пĕлес тата калаçас ăсталăх пысăк.

Роза ИЛЛАРИОНОВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6