Пушар хăрушлăхĕпе пĕрле кĕрешмелле

Категория: Общество Опубликовано: 12.12.2025, 10:33 Просмотров: 110

Отарккăра пушар хуралĕн посчĕ уçăлчĕ

Раштав уйăхне кĕтĕмĕр. Юлашки кунсемчченех уяр çанталăк тăнăран муниципалитет округĕнчи пĕрлешÿллĕ кооперативсенче те, хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче те, кил-картара та кĕрхи ĕçсем вĕçленчĕç. Умра сивĕ хĕл кунĕсем пулни малашлăха пăхакан ĕçчене паян сисчĕвлентерет. Раштавăн 4-мĕшĕ тĕлне иртнĕ çул пирĕн округ территорийĕнче «хĕрлĕ автан» 47 хутчен алхаснă пулсан, кăçал вăл ирĕке кайнă тĕслĕхсене округри пушар хуралĕнче ĕçлекенсем 36 регистрациленĕ. «Хĕрлĕ автан» тыткăнĕнче миллионшар тенкĕлĕх пурлăх кĕлленнĕ, пĕр çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă (пĕлтĕр 2 пулнă), пĕр çын суранланнă (пĕлтĕр 2 тĕслĕх).

Пушар хăрушлăхĕпе пĕтĕмĕшле лару-тăру çăмăл маррине шута илсе пирĕн муниципалитет округĕ юлашки çулсенче инçетри ялсенче пушар хуралĕн уйрăм посчĕсене уçассипе ĕçлеме пуçларĕ. Кунашкал постсем анчахрах кăна округ территорийĕнче виççĕ ĕçлетчĕç. Муркаш муниципалитет округĕн администрацийĕ тимленипе раштав уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чуманкасси территори пайĕнчи Отарккă ялĕнче округри 4-мĕш пост хута кайрĕ.

– Пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен пушар хурал командисем саланнă е вăйсăрланнă май округ территорийĕнчи ялсене тата производство объекчĕсене, çынсене «хĕрлĕ автанран» сыхласси кун ыйтăвне çивĕччĕн тухрĕ. Юлашки çулсенче вырăнсенче хăватлăрах техникăпа усă курса пушар хуралĕн уйрăм посчĕсене уçасси çине тимлĕх уйăрма пуçларĕç. Лав вырăнтан тапранчĕ. Çитменнине Чăваш Республики шайĕнчен те пысăк пулăшу пурри туйăнать. Çапла юлашки çулсенче Муркашри 37-мĕш номерлĕ пушар чаçĕсĕр пуçне округри ялсене пăхса тăракан уйрăм пушар посчĕ виççĕ ĕçлеме пуçларĕ. Вĕсем: Шомикри, Мăн Сĕнтĕрти, Шупашкар округне кĕрекен Вăрманкассинчи уйрăм постсем. Вĕсене ялсем, производство объекчĕсем, халăх пухăнакан вырăнсем епле вырнаçнине кура пайланă. Пирĕн округра Чуманкасси, Йÿçкасси тата Уйкас Янасал территори пайĕсенчи тата вĕсем çывăхĕнчи ялсем хÿтлĕхсĕр юлнине кура çак ыйтăва татса пама республика шайне тухрăмăр. Унта шантарнă хыççăн Отарккăра пушар хуралĕн постне хатĕрлессипе ĕçлеме пуçларăмăр, – терĕ уйрăм пост уçнă чух муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Алексей Матросов. Чăваш Республикин Гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен министрĕ Сергей Павлов çĕнĕ пост Муркаш муниципалитет округĕн хăрушсăрлăх ыйтăвне ÿстерессе палăртрĕ. Çĕнĕ поста килнĕ пушар хуралĕн çĕнĕ КамАЗ автомашини тирпейлĕ вырăнта йăва çавăрчĕ ĕнтĕ. Ун çумĕнче ирĕке кайнă вут-кăварпа кĕрешмелли, инкеке лекнĕ çынна пулăшмалли пур оборудовани те пур. Ăна сменăпа пăхса тăма 5 сотрудник ĕçе тухнă та ĕнтĕ.

– Ку йышăнăва тата уйрăм пост уçассине эпир тахçанах кĕтнĕччĕ. Округăн ку территорийĕ Муркашран инçерех пулнă май кунта пурăнакан граждансем пăлханса калаçни те пĕрре мар пулнă – тĕрлĕ сăлтава пула вăй илнĕ «хĕрлĕ автан» вара шеллемест, çăлавçăсем çитессе кĕтмест. Çапла вара пурне те хумхантаракан ыйтупа муниципалитет округĕн администрацине, Чăваш Республикин пушар хурал службине тухрăмăр. Ĕç вырăнтан тапранчĕ. Паян, акă, савăнăçлă лару-тăрура çĕнĕ ĕç вырăнĕнче пирĕн пĕрремĕш караул службăна тухрĕ, – терĕ Муркашри 37-мĕш пушар чаçĕн пуçлăхĕ Юрий Варюхин. Çĕнĕ çул умĕнхи çак ырă хыпарпа 37-мĕш номерлĕ пушар чаçĕн ĕçченĕсене Раççей МЧСĕн Чăваш Республикипе ĕçлекен тĕп управленийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ Алексей Струженков та саламларĕ.

– Эпир ĕçлеме пултаратпăр, анчах мĕн туса илнине упрасси – çивĕч ыйту. Çак çул çинче пире тепĕр утăм малалла тума пулăшнăшăн республика ертÿлĕхне, округăн администрацине тав тăватăп, – терĕ хамăр еншĕн савăннине пытармасăр округри депутатсен Пухăвĕн председателĕ Александр Иванов.

– Çак тăрăхра пушар хуралĕн уйрăм постне уçасси пирки эпир тахçанах ĕмĕтленнĕ. Паян пирĕн ĕмĕт пурнăçланчĕ. Умри тĕллев – пушар хăрушсăрлăх правилисене пĕр пăркаланмасăр пурнăçласси. Пост уçăлни пирки Муркашри 37-мĕш номерлĕ пушар чаçĕн пуçлăхĕпе Юрий Варюхинпа калаçрăм. Вăл мана кĕскен çапла пĕлтерчĕ: «Ирĕке кайнă вут-кăвар никама та шеллемест. Çакна пирĕн пурин те ăнланмалла. Каласа хăвармалла, пушарсен ытларах хисепĕ кăçал граждансен килти хушма хуçалăхĕсенче пулчĕ. Кунта кашни пушар уйрăм тишкерÿ ыйтать. Хаçат вулакансем пушар хăрушсăрлăх правилисене çирĕп шута илни малашне вĕсене лăпкăрах пурăнма çул уçса парасса шанатăп. Муниципалитет округĕнче пулнă пушарсенчен ытларахăшĕ çуллахи уйăхсенче алхасрĕ. Вĕсен тĕп сăлтавĕсем: граждансем уçă çулăмпа асăрханусăр пулни, кăмакасене хутнă чух пушар хăрушсăрлăх правилине пăхăнманни, автомашинăн электрохуçалăхĕ юсавсăр пулни, çиçĕм çапасран сыхланманни, юри вут тивертни. Çаксем пулса тăраççĕ те ĕнтĕ пушар хăрушлăхĕ кăларса тăратакан сăлтавсем», – терĕ Юрий Николаевич округра пушарпа кĕрешес вăй ÿснине палăртса. Кунпа пĕрлех вăл хĕл кунĕсенче мунчасенче «хĕрлĕ автан» ытларах хуçаланни пирки асăрхаттарса хăварчĕ. Мунча хутнă чухне ял çыннисен кăмакасен тата мăрьесен юсавлăхĕ çине ытларах тимлĕх уйăрмаллине палăртрĕ. Округра пурăнакансем пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнассине мала кăларни вĕсем ыранхи кунпа пурăнни пирки калать.

Анатолий БЕЛОВ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6