Çатракасси шкулĕнче Тăван çĕршывăн паттăрĕпе, хÿтĕлевçипе тĕл пулу иртрĕ. Ачасем патĕнче хăнара Александр Димитрев пулчĕ. Вăл Сиринчи çар хирĕçтăрăвне хутшăннă. Халĕ вара ятарлă çар операцине хутшăнать. Спецназ салтакĕ çар ĕçĕ пирки, Тăван çĕршыва хÿтĕлени тата хăюлăхпа паттăрлăх çинчен каласа кăтартрĕ. Хăй спецназ шкулĕнче вĕренни çинчен те каларĕ.
Пĕр-пĕрне пулăшассипе туслăх кирек епле салтакшăн та тĕпре пулнине пĕлтерчĕ. Çĕршывăн чăн-чăн хÿтĕлевçи вăйлă çын кăна мар, çавăн пекех унăн нумай пĕлмелле, хăйĕн ăсталăхне тăтăшах кăтартма, çĕнетме тата тĕрĕс йышăнăва вăхăтра тума пултармалла. Çак тĕл пулу Тăван çĕршыва юратма вĕрентекен, паттăрлăх тата гражданла ответлăх урокĕ пулчĕ. Ачасем тĕрĕслĕхе паттăр çынтан хăйĕнчен илтме, ăна тĕрлĕ ыйту пама, çавăн пекех пирĕн салтаксен паттăрлăхĕшĕн хăпартланма пултарчĕç.
Август 2026 |
