Пĕрле пулсан эпир вăйлă

Категория: Общество Опубликовано: 12.12.2025, 10:07 Просмотров: 117

Декабрĕн 5-мĕшĕнче Муркашри Культура çуртĕнче Волонтер кунне халалланă ăшă тĕл пулу иртрĕ. Унта ятарлă çар операцине хастаррăн пулăшса тăракан, çĕнтерÿ часах пуласса кĕтсе-шанса ĕçлекен волонтерсем пухăнчĕç. Мероприяти пуçламăшĕнче салтаксен фронтри видеокалаçăвĕсене пăхма май килчĕ. Вĕсем волонтерсене тав турĕç, часах çĕнтерÿпе таврăнасса шантарчĕç.

Уява пухăннисене округ пуçлăхĕн çумĕ – администраци ĕçĕсене ертсе пыракан Лилия Тарасова саламларĕ. Вăл палăртнă тăрăх, Муркаш округĕнче пурăнакансем ятарлă çар операцине хутшăнакансене республикăра ыттисенчен малтан пулăшма тытăннă. Лилия Юрьевна 2022 çула аса илчĕ, Ярапайкасси тăрăхĕнчи Андрей Троицкий мобилизаци йĕркипе пĕрремĕш партипе каякан салтаксем валли кирлĕ япаласем чикнĕ пакетсем илсе килнĕ. Çав вăхăтранпа Муркаш тăрăхĕнче волонтер юхăмĕ пуçланнă. Çынсем фронт валли тĕрлĕ тум, апат-çимĕç, гигиена хатĕрĕсем пухма пуçланă, тум çĕлеме, хÿтлĕх сеткисем çыхма тата ытти ĕç тума тытăннă. Ырă кăмăллă çынсем çапла кунран-кун нумайланса пынă. Хальхи вăхăтра «Моргаушцы-Zа Победу» волонтер ушкăнĕ икĕ пине яхăн волонтера пĕрлештерсе тăрать. Волонтерсене депутатсен округри Пухăвĕн депутачĕ Александр Иванов саламларĕ, вăл палăртнă тăрăх, паянхи «кĕмĕл» волонтерсем – ĕнерхи тимуровецсем. Халĕ те вĕсем хастар, пĕр шухăшлăн пулса фронта пулăшаççĕ. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Угаслов та тыл ĕçченĕсене ăшă сăмахсем каларĕ. «Моргаушцы-Zа Победу» волонтер ушкăнĕн ертÿçи Наталья Иванова тата çак ушкăн активисчĕ Андрей Троицкий фронта ку таранччен мĕнле пулăшни пирки каласа пачĕç. Муркаш тăрăхĕнче пурăнакансем салтаксем патне пĕчĕк япаласенчен пуçласа автомашина таранах яраççĕ. Маскировка сеткисене кăна 2450 таран янă, ăна хатĕрлес ĕç ялсенче малалла пырать, çавăн пекех тĕрлĕ приборпа оборудовани фронта нумай ăсатнă. Ушкăн йĕркелÿçисем те, округ çыннисем те пĕр шухăшлăн тата хастаррăн салтаксене пулăшассишĕн, çĕнтерĕве çывхартассишĕн тăрăшаççĕ. Чуманкасси тата Муркаш шкулĕн ачисем те салтаксене хавхалантарса-пулăшсах тăраççĕ, вĕсем патне çырусем çыраççĕ. Асăннă шкулсенче вĕренекенсене волонтерсен ушкăнне йышăнчĕç. Уявра волонтерсем ячĕпе ăшă сăмах калакан татах та пулчĕ. Волонтерсене тĕрлĕ Тав çырăвĕпе, Хисеп грамотипе чысларĕç. Халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центр ертÿçи Ольга Иванова «кĕмĕл» волонтерсене волонтер кĕнеки пачĕ. Округри артистсем волонтерсене илемлĕ юрă-кĕвĕпе саламларĕç.

Роза ИЛЛАРИОНОВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6