Ҫӳп-ҫапа тирпейлемелли тытӑма лайӑхлатаҫҫӗ

Категория: Общество Опубликовано: 12.12.2025, 09:50 Просмотров: 139

Правительство ҫуртӗнчи кашни эрнере иртекен планеркӑра Чӑваш Республикин ҫут ҫанталӑк ресурсӗсемпе экологи министрӗ Эмир Бедертдинов регионти инцидента пурнӑҫа кӗртнин кӑтартӑвӗсемпе паллаштарнӑ.

«Чӑваш Республикин территорийӗнче коммуналлӑ хытӑ каяшпа ӗҫлекен тытӑма йӗркелесси» инцидента Олег Николаев хушнипе хута янӑ. Ӑна яваплӑ мӗнпур ведомствӑсемпе муниципалитетсене хӑвӑрт татса пама тата координацилеме ыйтакан задача статусне панӑ. «Системӑсем пӗтӗм муниципалитетсене, «Ситиматик» регион операторне тата республикӑн Ҫут ҫанталӑк министерствине онлайн-режимпа ҫыхӑнтаракан пӗрлӗхлӗ цифра платформи йӗркеленӗ. Ку ӗҫе эпир ҫулталӑк ытла каярах пуҫарса ятӑмӑр та паян курӑмлӑ кӑтартусем палӑртатпӑр: ял-йышран ҫӑхавласа ыйтакансен шучӗ палӑрмаллах чакрĕ. Кӑҫалхи пӗрремӗш тата иккӗмӗш кварталсенче, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, ыйтусем 48 процент чакнине ҫирӗплететпӗр. Дашборд ҫине реальнӑй вӑхӑтра тӗп даннӑйсем кӗрсе тӑраҫҫӗ: мӗн чухлӗ ҫӑхав килнӗ, контейнер лаптӑкӗсене мӗнле пӑхса тӑраҫҫӗ, полигонсем мӗнле лару-тӑрура. Ку информаци федераци тытӑмӗнче те пур, ҫакӑ кашни объекта ҫирӗп тӗрӗслевре тытма май парать», – тесе палӑртнӑ Олег Николаев. Регионти инцидента кӗртнӗ задачӑсен списокне анлӑлатас ыйтӑва та пӑхса тухнӑ. Пуҫарӑва Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Сергей Артамонов пӗлтернӗ, ӑна ҫӳп-ҫап сортламалли икӗ комплекс тата компост хатӗрлемелли лаптӑк тӑвассипе ҫыхӑннӑ проектсемпе пуянлатма сӗннӗ. Ума лартнӑ тӗллевсене татса пама пӗтӗм 23 муниципалитета, «Ситиматик Чувашия» ООО регион операторне тата профильлӗминистерствӑна кӗртсе пӗрлехи цифра тытӑмне йӗркеленӗ. Муниципалитетсем пӗтӗм контейнер лаптӑкӗсемпе коммуналлӑ хытӑ каяш пухӑннӑ вырӑнсем ҫинчен даннӑйсене Федерацин ҫӳп-ҫапа шута илмелли информаци тытӑмне кӗртсе пӗтереҫҫӗ. Кашни лаптӑка шута илнӗ, ӑна пӑхса тӑрасси вара тӗрӗслевре. Вырӑнта пурӑнакансемпе хутшӑнассине вӑйлатнипе тата ҫыхӑну каналӗсене хӑвӑрт йӗркеленипе ҫӑхавсен шутне чакарма май килнӗ. Регион операторӗн хӗрӳ линине уҫнӑ: 8 (8352) 70-92-27. 2026 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗччен Федераци саккунӗсен требованийӗсене пурнӑҫлама тата мӗнпур объекта каяша шута илмелли патшалӑх тытӑмне кӗртме Улатӑр, Патӑрьел, Вӑрнар, Муркаш, Пӑрачкав, Вӑрмар, Ҫӗмӗрле тата Тӑвай муниципалитет округӗсем пӗтӗмӗшле 15,2 млн тенкӗлӗх субсиди илнӗ. Укҫа-тенкӗне полигонсемпе каяша тирпейлемелли объектсене виҫевпе тӗрӗслев тата автоматизациленӗ учет системипе тивӗҫтерме янӑ. Хӑйсен территорийӗнче полигонсем вырнаҫнӑ 10 муниципалитет полигон ҫинчен калакан даннӑйсене тӑтӑш парса тӑраҫҫӗ. Вӗсем – Ҫӗмӗрле, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Пӑрачкав, Тӑвай, Патӑрьел, Вӑрмар, Муркаш, Улатӑр муниципалитет округӗсем тата Ҫӗнӗ Шупашкар хула округӗ. Регионти инцидент Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ палӑртнӑ приоритетлӑ ыйтусен шутне кӗрет. Унӑн витӗмне 2026 ҫул вӗҫӗччен тӑснӑ, вӗҫлеве вара кӑтартусене ҫирӗплетсен тата пӗтӗм тытӑм ҫирӗп ӗҫленине курсан тума пулать.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6