«Муркашра майăн 9-мĕшĕнче Аслă Çĕнтерÿ кунне паллă турăмăр. Халăх питĕ йышлăччĕ. Эпĕ Çĕнтерÿ уявĕ хыççăн парк витĕр киле кайма тухрăм, хамăн лайăх пĕлĕше тĕл пултăм. Вăл СВО-ран аманса таврăннине пĕлтерчĕ. Чун-чĕрере темĕн капланса килчĕ, кану кунĕ пулсан та киле мар, çар комиссариатне васкарăм. Кĕске вăхăтра документсене туса пĕтерсе алла илтĕм. Килте пĕлтертĕм те вăрăм çула пуçтарăнтăм. Вăхăт иртрĕ, йывăр амантăм, сиплентĕм. Эпĕ пĕччен çÿреме пултарайманран мана документсем хатĕрлеме Петя шăллăм пулăшрĕ. Вĕçне çитерчĕ, чăтаймарĕ, хăй те СВО-на çул тытрĕ. Шел, эпĕ вара унта каяймастăп», — терĕ çар ĕçĕсен ветеранĕ Николай Аксендаров. Çакăн пек хастар çынсем паян Тăван çĕршыв хÿтлĕхĕнче тăраççĕ.
Август 2026 |
