2026 ҫулта Раҫҫейре кӗскетнӗ ҫичӗ ӗҫ эрни пулӗ, ку уявсемпе ҫыхӑннӑ тесе ҫырать Новости РИА.
«2026 ҫулта, производство календарӗпе килӗшӳллӗн, ҫичӗ кӗске ӗҫ эрни кӗтеҫҫӗ», – пӗлтерчӗҫ hh.ru сервисра. Февраль уйӑхӗнче Раҫҫей ҫыннисем Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекенсен кунне халалласа 21 – 23 мӗшӗсенче канӗҫ, тӑватӑ кун – 24 – 27-мӗшӗсенче ӗҫлӗҫ. Малалла кӗске эрне март уйӑхӗн 10 – 13-мӗшӗсенче, апрель уйӑхӗн 27 – 30-мӗшӗсенче, ҫавӑн пекех май уйӑхӗн 12 – 15-мӗшӗсенче тата июнь уйӑхӗн 8 – 11-мӗшӗсенче кӗтет. 2026 ҫулхи ноябрӗн 4-мӗшӗпе декабрӗн 31-мӗшӗ те кану кунӗсем пуласси пирки уҫӑмлатаҫҫӗ. Ҫавӑнпа ноябрь уйӑхӗнче Раҫҫейре икӗ пая пайланнӑ ӗҫ эрни пулать, вӑл тӑватӑ куна кӑна тӑсӑлӗ. Декабрӗн юлашки эрнинче вара виҫӗ кун ҫеҫ ӗҫлемелле.
Август 2026 |
