Предприятисемпе республикӑра пурӑнакансем сумлӑ ӗҫшӗн – пирӗн ентешсене, СВО-на хутшӑнакансене пулӑшассишӗн – каллех пӗрлешрӗҫ. Чӑваш Ен ятарлӑ ҫар операцийӗн зонине гуманитари пулӑшӑвӗпе пилӗк фура ячӗ. Ҫитес вӑхӑтра ҫичӗ ҫар чаҫӗн боецӗсем ҫак тиеве илӗҫ.
«Эпир 90 тонна пӗлтерӗшлӗ тиеве 5 фурӑпа ятӑмӑр: 85 кубометр вӑрман материалӗ, 5 машина, квадроцикл, стройматериал, пичке, медикамент тата кӑмака-буржуйка. Ҫакӑ пирӗн салтаксен службипе пурнӑҫ условийӗсене самай ҫӑмӑллатасса шанатӑп. Ҫак анлӑ акци пирӗн пӗрлехи тӑрӑшулӑха пула пурнӑҫланчӗ», – тесе палӑртрӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев. Чӑваш Енрен каякан 58-мӗш гуманитари конвойне ӑсатма Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Сергей Артамонов старт панӑ. Раҫҫей Федерацийӗн Геройӗ, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан Евгений Борисов ҫак ӗҫе пысӑка хурса хакланӑ.
Август 2026 |
