Медицина пулӑшӑвӗн пахалӑхне лайӑхлатма

Категория: Общество Опубликовано: 12.12.2025, 09:41 Просмотров: 76

Чӑваш Ен Правительствин ларӑвӗнче сывлӑх сыхлав министрӗ Лариса Тарасова Чӑваш Республикин 2025 – 2030 ҫулсенчи «Амӑшлӑхпа ачалӑха сыхласси» программӑпа паллаштарчӗ. Ӑна «Ҫемье» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн пурнӑҫлаҫҫӗ.

Программӑн тӗп тӗллевӗ – ачасене, ача ҫуратма палӑртакан ҫемьесене тата йывӑр ҫын хӗрарӑмӗсене паракан медицина пулӑшӑвӗн пахалӑхне тата юрӑхлӑхне ӳстересси. Республика ҫыннисен репродуктивлӑ сывлӑхне 2030 ҫул тӗлне ҫирӗплетесси – пӗлтерӗшлӗ тӗллев. «Амӑшлӑхпа ачалӑха сыхласси» программа ҫемьесене, пулас амӑшӗсемпе ачисене паха медицина пулӑшӑвӗпе тата чирсене вӑхӑтра тупса палӑртассипе тивӗҫтерме палӑртнӑ. Хӗрарӑмсен ҫӗнӗ консультацийӗсемпе мобильлӗ комплекссем унччен ҫитме йывӑр пулнӑ ҫӗрте те тӗрӗслев тата диагностика ирттерме май парӗҫ, ҫакӑ амӑшсемпе шӑпӑрлансен сывлӑхне лайӑхлатма май парать», – палӑртрӗ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6