Конкурсра çĕнтернĕ

Категория: Общество Опубликовано: 05.12.2025, 10:23 Просмотров: 118

Çак кунсенче Муркашри тĕп больницăна ырă хыпар çитнĕ. Кунти врач стоматолог-хирург Марта Димитриева «Серафимовский врач-2025» конкурс çĕнтерÿçи пулса тăнă. Çакăншăн пирĕн ентеше çĕнтерÿçĕ дипломĕпе тата хавхалантару премийĕпе чысланă.

Медицина ĕçченĕсем хушшинчи професси конкурсĕ кăçал 5-мĕш хут иртнĕ. Унăн тĕллевĕсем – пирĕн врачсен, медицина сестрисен, сывлăх хуралĕнче вăй хуракан ытти специалистăн профессионализмне тата ĕç пахалăхне пациентсем умĕнче туллин кăтартасси. Маларах асăннă конкурса Раççей Федерацийĕнчи 41 регионти тата Казахстанри 166 участник хутшăннă. Вĕсенчен «Серафимовский врач» ята 11 тухтăр тивĕçнĕ. 51 участника хавхалантару премине панă. Çĕнтерÿçĕсем хушшинче пирĕн ентеш Марта Владимировна Димитриева та пур. Çуллен иртекен «Серафимовский врач» конкурса Серафим Саровский ячĕллĕ Ыр кăмăллăх фончĕ Чулхула тата Арзамас митрополичĕ ырă суннипе тата «Чулхула облаçĕнчи тата Саровскпа Дивеево кластер аталанăвĕн ертсе пыракан компанийĕ» АНО ирттерет. Ку таранччен иртнĕ 5 конкурса пĕтĕмпе Раççей Федерацийĕнчи 57 субъектран 654 çын хутшăннă. 470 çын ытла конкурс çĕнтерÿçи пулса тăнă. Вăл шутран 88-шĕ конкурс 0<026B>20<положенийĕпе килĕшÿллĕн хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6