Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕ сивĕ кунсем çывхарнă май халăх хушшинче грипп сарăлас хăрушлăх ÿсни çинчен асăрхаттарать. Ку тапхăра тухтăрсем грипп чирĕн эпидеми шайĕ теççĕ. Гриппа чирлес хăрушлăх уйрăмах кĕркунне, хĕлле тата çуркунне пысăк пулнине палăртмалла. Çавăнпа та çак тапхăрсенче грипран сыхланасси кашни çыншăнах пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать. Унран хăтăлма юлашки çулсенче çынсене чир пуçланиччен маларах профилактика прививкисем тăвасси йăлана кĕчĕ. Ăна çынсене çулсерен туни уйрăмах лайăх.
Манмалли çук, асăннă чир тĕлĕшпе самантлăха тимлĕх çухатсанах унпа чирленĕ çынсем сахаллăн мар пурнăçпа сывпуллашнине те палăртса хăвармалла. Çак хăрушлăхран асăрханма грипран вăхăтра вакцинациленни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать. Прививка çынсене чирлеме памасть. Хÿтĕлев антителисем хатĕрленĕ май вăл чир инфекцийĕпе кĕрешмелли иммунна системине хавхалантарать. Гриппа кĕрешмелли вакцина эффективлăхĕ спецификăлла мар ытти препаратран палăрмаллах вăйлă. Хÿтĕлев эффекчĕ вакцинаци хыççăн 10-12 талăкран вăй илсе 12 уйăхчен тăсăлать. Паянхи вакцинаци гриппа чирлессине ачасенне тата ÿснĕ çынсенне 80-90 процент чакарать. Çакна та палăртса хăвармалла, вакцинаци тунă çын чирлесен те чире çăмăлраххăн ирттерет. Сывлăх хуралçисем пур ÿсĕмри ачасемпе (6 уйăхран пуçласа) çынсене те грипран вăхăтра вакцинациленме сĕнеççĕ. Çак ĕçе вăхăтра туса ирттерни çынсене хăйсене çирĕпрех туйма май парать. Çавăнпа та сывлăх хуралçисем хăйсен сывлăхĕ тĕлĕшпе тăрăшакансене грипран вакцинăланма участоксенчи терапевтсем патне хальтерех пыма сĕнеççĕ.
Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕ.
Август 2026 |
