Халăх çине тăни клуб уçма пулăшрĕ

Категория: Общество Опубликовано: 05.12.2025, 10:11 Просмотров: 129

Паянхи пурнăçра тăван ен хăтлăхĕ пирки тĕрлĕ шайра калаçусем иртеççĕ, ыррине шантарса пысăк йышăнусем те тăваççĕ. Кунпа пĕрлех вырăнсенче тирпейлĕ пулма, малашлăха пăхса пурăнма тата тăван ене çĕнĕ çуртсемпе хăт кĕртме нумай укçа уйăраççĕ. Ку лайăх, анчах умри ĕмĕтсене пурнăçлассипе конкретлă ĕçлемесен, пĕрлехи тĕллев хамăр кĕтнĕ пек пурнăçланайрас çук.

Маларах каланине шута илсен, пуçарулăх бюджечĕ халĕ ял пурнăçĕ çине ырă витĕм кÿрет. Вăл хăтлă пурнăçăн никĕсĕ пулса тăнине ялта пурăнакансем лайăх ăнланса илчĕç ĕнтĕ. Çавăнпа та ял çыннисем çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртме пурте пĕр çын пек çанă тавăрса пуçарулăх бюджечĕпе усă курса ĕçе кÿлĕннине паян пурте ырлатпăр кăна. Нумай чухне вăл ял çыннин ĕмĕчĕсене пурнăçламалли пĕртен-пĕр çул пулса юлать. Маларах каланине Çатракасси территори пайĕн тĕп усадьбинче чÿк уйăхĕн 29-мĕшĕнче пурнăçа кĕртнĕ ĕç те аванах çирĕплетет. Çак кун кунта çĕнĕ клуб ял çыннисене йышăнчĕ, сцена çинче ташă-юрă кĕрлерĕ, зал курма пынисем тăвăллăн алă çупнипе тулчĕ. Çĕнĕ клуб пирки çатракассисем нумай çул ĕмĕтленчĕç. Ĕмĕт пурнăçа кĕмелли вăхăт нумай кĕттермерĕ. Ял çыннисем тăрăшнипе, спонсорсем пулăшнипе, территори пайĕ ĕçленипе, муниципалитет округĕ тимленипе çĕнĕ клуб кĕске вăхăтра ял çыннисене йышăнма хатĕрленсе çитрĕ.

– Паян пирĕн пурнăçра пуçарулăх бюджечĕ малти вырăна тухрĕ. Унпа пĕрлех тăван ен аталанăвĕнче çынсен тăрăшулăхĕн пĕлтерĕшĕ те палăрмалла ÿсрĕ. Кунта манăн Раççей, Чăваш Ен, Муркаш муниципалитет округĕн ертÿçисене ял пурнăçĕ çине тимлĕх уйăрнăшăн тав тăвас килет. Вĕсем халăхпа калаçаççĕ те вĕсем ыйтнине тĕрĕс ăнланаççĕ, халăхăн шухăш-кăмăлне шута илсе ĕçлеççĕ. Çак юхăмпа пырса çатракассисем те кĕске вăхăтра ял валли клуб туса лартрĕç. Пурнăçри активлăхшăн, тĕллевлĕ пулнишĕн, пĕрле тата туслă ĕçленишĕн ял çыннисене пысăк тав. Пĕрлĕхре – вăй! Çакна эпир хамăр тĕслĕхре курса ĕнентĕмĕр, – терĕ ялта пурăнакансене тата килсе çитнĕ хăнасене клуб уçма йыхравласа Çатракасси территори пайĕн пуçлăхĕ Надежда Никитина. Çакнашкал пысăк объект пĕччен-иккĕн ĕçленипе пурнăçа кĕрейменни пирки, вăл ял çыннисемшĕн чăн-чăн уяв пулни çинчен округри депутатсен Пухăвĕн председателĕ Александр Иванов каларĕ.

– Эсир маттур. Ума лартнă тĕллеве пĕр чăмăра пĕрлешсе пурнăçлама пултартăр. Çатракасси территори пайĕнче йывăрлăхран хăраман туслă çынсем пурăнаççĕ. Паян та, акă, ялшăн хăйне евĕр уявра эсир пĕр çыхăра. Кун пек пулсан малашлăх та çирĕп алăра пулни пирки калама пулать. Çĕнĕ клуб ялта пурăнакансене умри тĕллевсене çĕнме пулăшса пытăр. Вăл малашне халăх пуянлăхĕ пулса тăрать, – терĕ вăл. Клуб уçнă çĕре округри депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Александр Давыдов хутшăнчĕ. Александр Платонович çак кун ялшăн чăн-чăн уяв пулнине палăртрĕ.

– Юлашки вăхăтра, вăрттăнлăх мар, халăх пĕрле пулнипе округра чылай çĕнĕлĕх вăй илме пултарчĕ. Пуçаруллă çынсем хăйсен тăрăшулăхĕпе ыттисене те территори пайĕн аталанăвне активлă явăçтарса ялсен пурнăçĕнче мал туртăмлă ĕçсем пурнăçлаççĕ. Пĕрлехи ĕçпе çĕнĕ çуртсем çĕкленеççĕ, асфальт çулсем ялсене çĕнĕ сăн кĕртеççĕ, ача сачĕсем хута каяççĕ. Пĕрлехи ĕç кăтартăвĕсем ял çыннине малашлăха шанчăклăн пăхма пулăшаççĕ. Çакна ăнланса эпир сирĕнпе мĕн пурнăçланипе çеç лăпланмастпăр, хамăр ума çĕнĕ тĕллевсем лартатпăр, вĕсене халăхпа пĕрле пулса пурнăçламалли перекетлĕ те ансат çулсем шыратпăр. Шыракан тупать. Акă эсир те паян вуншар çул ĕмĕтленнĕ çĕнĕ клуба пуçтарăнтăр. Ăна тирпейлĕ тытасси, унпа тулăх усă курасси – ял çыннин пĕрлехи тĕллевĕ. Вăл малашне халăх пуянлăхĕ пулса тăрать, – çатракассисен савăнăçне ăнланса калаçрĕ Александр Платонович. Кун хыççăн клуб уçма пухăннисене ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Угаслов ячĕпе унăн пулăшаканĕ Эльвира Казакова саламларĕ. Вăл ял çыннисем малашне те активлăха çухатмасса, пĕрле пулни ырă шанăç çуратнине пĕлтерчĕ. Клуб уçма пухăннисем историе те аса илчĕç. «Пурнăçпа тан пыма çăмăл мар. Хăй вăхăтĕнче эпир вĕрентÿпе культура центрĕ уçма ĕлкĕреймерĕмĕр. Халĕ вăтам шкулпа юнашарах çĕнĕ клуб ÿссе ларчĕ. Çывăх вăхăтрах кунта фельдшерпа акушер пункчĕ пуласси пирки калаçу пуçланчĕ. Апла пулсан кунта пирĕн ял центрĕ пуласси те пурнăçа кĕрĕ», –палăртрĕ депутатсен округ Пухăвĕн депутачĕ, Çатракасси вăтам шкул директорĕ Виталий Прокопьев вырăнти лару-тăрăва ума кăларса. Вăл малашне халăх пуянлăхĕ пулса тăрать. Кунта маларах çулсенче вĕренÿпе культура центрĕ туса хурайман пулсан, ĕмĕт пурнăçланасси ума çитрĕ. Вăтам шкул ĕçлет, çĕнĕ клуб хута кайрĕ, умра – фельдшерпа акушер пункчĕ. «Свобода» хуçалăх ертÿçи Леонид Петров клуб ялта ĕçлесе пурăнаканшăн тивĕçлĕ кану вырăнĕ пуласса шаннине пĕлтерчĕ. Çакна шута илсе пĕрлешÿллĕ хуçалăх та клуб тăвассинчен катара тăрса юлман. Çатракассисем çĕннине аякран килсе туса парасса кĕтсе ларман, пĕрле пуçтарăннă та хăтлă клуб хута ячĕç. Кунта малашне савăнăç та телей хуçаланасси пирки паян никамăн та иккĕленÿ çук. Çакна шаннине муниципалитет округĕн культурăпа архив ĕçĕсен пайĕн пуçлăхĕ Любовь Рыжкова та, тĕп клуб системин директорĕ Станислав Григорьев та пытармарĕç. Епле уяв-ха вăл юрă-кĕвĕсĕр. Çатракасси территори пайĕн пуçлăхĕ Надежда Никитина хуткупăспа каласа юрланă хыççăн ăна вырăнти художество пултарулăх ушкăнне парнелерĕ. Мал туртăмлă ĕç пĕччен-иккĕн вăй хунипе пурнăçланса пырайманни пуриншĕн те паллă. Клуб тума хутшăннă активистсем Тав çырăвĕсене тивĕçрĕç. Çĕнĕлĕхсене туллин çул пама паян пуçарулăх бюджечĕ ытларах пулăшнине вырăнти халăх пĕр тĕллевлĕ пулнинче тата кар тăрса ĕçленинче куратăп.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6