«Хĕрарăм-аннене чыслатпăр» ятпа иртнĕ уявăн сцени çинчен аннесене çакăн пек ăшшăн саламларĕç. Юрри-ташши те, аннесене халаллани – çепĕççи пулчĕ.
Муркашри Культура çуртĕнче ноябрĕн 27-мĕшĕнче Амăшĕн кунне халалланă уяв питех те кăмăллăн тата пысăк йышпа иртрĕ. Унта ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксен амăшĕсем, волонтерсем, çемье юбилярĕсем пухăнчĕç – зал туллиех. Чи малтанах округ аталанăвĕпе паллаштаракан фильм пăхма май килчĕ. Хыççăн салам сăмахĕсемпе юррисем пуçланчĕç. Хăтлă зала пухăннă амăшĕсене уявпа Муркаш муниципалитет округ пуçлăхĕ Алексей Матросов ăшшăн саламларĕ.
– Эпир кунта уйрăмах паллă куна уявлама пухăнтăмăр. Тăван çĕршыва юрăхлă ывăлсем çуратса ÿстернĕшĕн, сирĕн чăтăмлăхшăн, ăслăлăхшăн, вăй-хăватшăн тав тăватпăр, çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу, вăрăм ĕмĕр сунатпăр. Эсир – пирĕн вăхăтри чăн-чăн паттăрсем, – терĕ Алексей Матросов уява пухăннисене саламласа. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ячĕпе, хăйĕн ячĕпе регионти гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен министрĕ Сергей Павлов каланă сăмахсем те чуна çемçетрĕç.
– Анне пире хÿтĕлет, унăн тимлĕхĕпе эпир шанчăклă. Сирĕн ĕç, сирĕн пархатарлăх тата сирĕн вăй-хăват умĕнче пуç таятăп. Сирĕн ывăлăрсен паттăрлăхне пула эпир мирлĕ тÿпе айĕнче пурăнатпăр. Эсир пуррипе пирĕн çĕршывăн чăн-чăн гражданĕсем ÿсеççĕ. Эсир пуласлăха воспитани паратăр. Çавăншăн тата пурнăçри активлă позицишĕн эпир вĕçсĕр-хĕрсĕр тав тăватпăр сире, – терĕ Сергей Павлов.
Салам сăмахĕсем çумне депутатсен округри Пухăвĕн ертÿçи Александр Иванов, округ Пухăвĕн депутачĕ, округăн Хисеплĕ гражданинĕ Павел Вязов, ятарлă çар операцине хутшăннă Николай Аксендаров, культурăпа архив ĕçĕсен пайĕн пуçлăхĕ, хĕрарăмсен округри канашĕн ертÿçи Любовь Рыжкова, Михаил атте, ветерансен округри канашĕн ертÿçи Елена Максимова саламларĕç. Уявра амăшĕсене, волонтерсене Тав çырăвĕсемпе чысларĕç. Уяв сцени çинче – изумруд тата ылтăн çемье юбилярĕсем. Вĕсем – Оринин территори пайĕнчи Галинăпа Вячеслав Васильевсем, Çатракасси территори пайĕнчи Зойăпа Михаил Кирпичниковсем, Москакасси территори пайĕнчи Валентинăпа Геннадий Волковсем, Йÿçкасси территори пайĕнчи Юлия тата Геннадий Анисимовсем, Чуманкасси территори пайĕнчи Зойăпа Вячеслав Петровсем. ЗАГС пайĕн ертÿçи Елена Иванова çак чыслă çемьесене саламларĕ. Мăшăрсем ятарлă кĕнеке çине алă пусса çирĕплетрĕç, йăлана кĕнĕ тăрăх пĕр-пĕрне ăшшăн çупăрласа саламларĕç. Уяв ячĕпе хĕрарăмсен округри канашĕн
«Ласточки» ансамблĕ «Родимый дом» юрă парнелерĕ. Аннесене халалланă концерт программи питех кăмăллă пулчĕ. Вырăнти культура ĕçченĕсем тата ачасем уява пухăннисене юрă-ташăпа саламларĕç.
Роза ИЛЛАРИОНОВА.
Август 2026 |
