Çÿпĕ-çапăна вăхăтра тиесе тухман

Категория: Общество Опубликовано: 05.12.2025, 09:40 Просмотров: 121

Муркаш район прокуратури çынсен йăлари çÿпĕ-çапă турттарса тухас тĕлĕшĕнчи ыйтăвне пăхса тухнă.

Тĕрĕслев ирттернĕ тăрăх çÿпĕ-çапă турттарса тухассипе ĕçлекен регион операторĕ каяша тăтăшах турттарса тухманни курăннă. Тĕрĕслев вăхăтĕнче çакна тупса палăртнă. Регион операторĕ çÿпĕ-çапă турттарса тухма «Моргаушское» МУП ЖКХ килĕшÿ тунă. Санитари нормипе килĕшÿллĕн сортламан çÿпĕ-çапă контейнер лаптăкĕсенче мĕн чухлĕ вăхăт упранасси урамри сывлăшăн виçĕ талăкри вăтам температуринчен килет: 5 градус тата унтан ăшăрах – 1 талăкран ытла мар, 4 градус ăшă тата унран сивĕрех пулсан – 3 талăкран ытла мар. Çÿлерех асăннă требованисене шута илмесĕр «Моргаушское» предприяти кăçалхи август – сентябрь уйăхĕсенче «Орининский» территори пайĕнчи контейнер площадкисенчен çÿпĕ-çапă тиесе тухас вăхăта пăхăнман. Çавна май предприяти граждансен таса тавралăхра пурăнас правине пăснă. Йĕркене пăснă факт тĕлĕшпе «Моргаушское» МУП ЖКХ ертÿçи ячĕпе район прокуратури çитменлĕхсене сирме представлени тăратнă. Представление пăхса тухнă тăрăх çитменлĕхсене сирнĕ. Унсăр пуçне район прокуратури палăртнă тăрăх халăха услугăпа тивĕçтернин тÿлевне çĕнĕрен шутласа памалла пулнă, организаци çакна пурнăçланă.

Алексей ГАЛАХОВ, Муркаш район прокурорĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6