Пирĕн çурт картишне хăçан юсĕç-ши?

Категория: Общество Опубликовано: 05.12.2025, 09:38 Просмотров: 110

Çакăн пек ыйту килчĕ Муркашри Парк урамĕнчи 2 çуртра пурăнакансенчен: «Юлашки çулсенче юнашар 3а, 1 çуртсен картишĕсене тĕплĕнех юсарĕç. Пирĕн пата хăçан черет çитĕ-ши? Вăл питĕ япăхса кайрĕ».

Ыйтăва Муркаш округ администрацине çитертĕм. Территорисене хăтлăх кĕртессин тата аталантарассин управленийĕн «Муркаш» территори пайĕ çакăн пек хурав пачĕ: «Хальхи вăхăтра Чăваш Республикинчи нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсене юсаса çĕнетме «Формирование современной городской среды на территории Чувашской Республики» патшалăх программи шайĕнче уйăрнă бюджет укçи-тенкипе усă кураççĕ. Муркаш ялĕнчи Парк урамĕнчи 2 çурт çитес çулсенче çак программăна кĕреймест. Парк урамĕнчи 1, 3, 3а, 5, 5а çуртсен картишĕсене 2023 çулта шăпах та çÿлерех асăннă программа пулăшнипе республика бюджечĕн укçипе усă курса хăтлăх кĕртнĕ. Округ бюджечĕн укçипе усă курса 2026 çулта нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсене хăтлăх кĕртес ĕçе палăртман. Муркаш округ администрацийĕ Парк урамĕнчи 2 çуртăн картиш территорине юсассине федераци, республика е ытти программăна кĕртме май пуррине тишкерет. Çавăн пекех юсав ĕçне тепĕр мелпе тума та пулать. Чăваш Республикин территорийĕнче пуçарулăх бюджечĕн «Ниме – Халăх бюджечĕ» программи ĕçлет. Кăçал унăн майĕсем татах та анлăланчĕç, финанс пайĕ пысăкланчĕ, заявка парассине чикĕлени халĕ çук. Çак мел пуçарулăх проекчĕсене кашни ялта тата нумай çуртсен картишĕнче те пурнăçлама май парать». Çырăва Муркаш округ администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – территорисене хăтлăх кĕртессин тата аталантарассин управленийĕн ертÿçи А. Мясников алă пусса çирĕплетнĕ.

Роза МАКАРОВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6