Иртнĕ эрнере Москакассинчи Культура çуртĕнче пĕр харăсах икĕ паллă куна – Амăшĕн кунне тата Волонтер кунне халалланă ăшă тĕл пулу иртрĕ. Мероприятие хутшăнакансене Муркашри тĕп клуб системин ертÿçи Станислав Григорьев, депутатсен округри Пухăвĕн депутачĕ Светлана Расколова саламларĕç, территори пайĕн Тав çырăвĕсемпе чысларĕç.
Волонтер кунне Раççейре декабрĕн 5-мĕшĕнче паллă тăваççĕ. Вĕсем – ырă ĕç тăвакансем, общество ăнăçлăхĕшĕн тÿлевсĕр тăрăшакансем. Паянхи кун ку енĕпе тĕрлĕ сферăра тĕрлĕ организаци ĕçлет. Чун-чĕре хушнипе кашниех унта хутшăнса хăйĕн тÿпине хывма пултарать. Хальхи кăткăс ыйту вăл – ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене пулăшасси.
– Москакассисем, ытти ялти пекех, салтаксене пулăшассипе тăрăшса ĕçлесе пыраççĕ. Эпир хĕллехи уйăхсенче çăм нускисем çыхатпăр. Çавăн пекех посылкăсем хатĕрлетпĕр. Çуллахи вăхăтра пĕрле пухăнса алă ĕçĕ тумастпăр, пахча çимĕçрен, кăмпа-çырларан салтаксем валли тĕрлĕ çимĕç хатĕрлетпĕр. Вырăн хатĕрĕсем тата салтаксене кирлĕ ытти япала пуçтаратпăр. Кунта çакна та палăртса хăварас килет, вырăн хатĕрĕ пур чухне те çĕнĕ пулмасан та пултарать. Ун пеккисене те йышăнатпăр эпир. Тĕслĕхрен, кам вырăн хатĕрне çĕннипе улăштарать, енчен те вăл япăх мар тата ăна тирпейлĕн чиксе хунă пулсан пире пама пултарать. Вĕсене эпир посылкăна хурса паратпăр. Çуллахи вăхăтра чей курăкĕ пухатпăр, мунча милĕкĕ хатĕрлетпĕр. Эмел тата сĕрмелли-çыхмалли хатĕрсем те унта питех те кирлĕ пулса тăраççĕ. Кĕркунне вара пахча çимĕçе нÿхрепе кĕртсе хуриччен пысăк машинăсем чĕнсе илсе фронт валли тиесе яратпăр. Утарçăсем витресемпе пыл пачĕç. Иртнĕ сезонта 1500 мăшăр нуски çыхрăмăр. Унчченхи çулхине те пирĕн патри çынсем çавăн чухлех çыхрĕç. Çăмне клубра тасатса хатĕрлетпĕр. Таптарса килнĕ хыççăн килсенче арласа çыхатпăр. Арлакан та, активлă çыхакан та нумай. Пирĕн ушкăн пысăк, унсăр пуçне ытти енĕпе пулăшакансем те пур. Çамрăксен кашни кунах ĕçе каймалла та вĕсем укçан пама тăрăшаççĕ. Çĕнĕ çул уявĕ тĕлне салтаксем валли пылак кучченеçсем тăвасшăн. Нумаях пулмасть 200 мăшăр алăпа çыхнă нуски тата хамăр патри çынсенчен пухнă укçапа лавккаран туяннă нускисем леçсе патăмăр. Иртнĕ çул хамăр çемьепе 746 окоп çурти хатĕрлерĕмĕр. Ал ĕç ăстисемпе час-часах тĕрлĕ хулана çитсе килетпĕр, чиркÿсене çитетпĕр. Хамăр пулнă çĕрте салтаксем ячĕпе çуртасем лартатпăр. Эпир «ЗОВ – Чувашии» ыр кăмăллăх фончĕпе çыхăнса ĕçлетпĕр. Мĕн хатĕрленине йăлтах унта леçетпĕр, вĕсем салтаксем патне çитереççĕ, – çапла пĕлтерчĕ кунти ĕçе йĕркелесе пыракан Нина Бирюкова волонтер. Çавăн пекех вăл ал ĕç ăстисене Муркаш тата Элĕк районĕсен çар комиссарĕ ячĕпе Тав çырăвĕсем парса чысларĕ. Тĕл пулăва «ЗОВ – Чувашии» ыр кăмăллăх фончĕн президенчĕ, Катькасра çуралса ÿснĕ Елена Ершова хутшăнчĕ.
– Эсир питĕ пысăк ĕç тăватăр, тăваттăмĕш çул салтаксене пулăшса тăратăр, республикăра эсир – активлисен шутĕнче. Тавах пирĕнпе пĕрле пулнишĕн. Пирĕн йышра республикăра çавăн пекех 4 çĕвĕ цехĕ ĕçлет. Фондăн дрон пуçтаракан производство пур. Пахча çимĕç типĕтмелли цехра салтаксем валли тĕрлĕ пакетлă çимĕç хатĕрлетпĕр. Маскировка сетки çыхакан ушкăнсем хастар ĕçлеççĕ. Ытти енĕпе тăрăшакансем те пур. Ыран пирĕн машинăсем фронта гуманитари пулăшăвĕпе тухса каяççĕ. Ку – 48-мĕш рейс. Ноябрь пуçламăшĕнче кăна тăватă машинăпа 47-мĕш рейспа салтаксем патне çитсе килтĕмĕр. Пирĕн 1-мĕш рейс 2022 çулхи август уйăхĕнче çула тухрĕ. Вăхăт хăвăрт иртет, эпĕ хам 35 ытла та пулнă СВО зонинче. Салтаксемпе тĕл пулса калаçатăп, кашни рейс мĕнпе те пулин асра юлать. Савăнмалли те, хурланмалли те пулать. Пирĕн волонтерсем салтаксен пурнăçне сыхласа хăварас тесе тăрăшаççĕ. Мобилизаци пуçланнă тĕле фронтпа ĕçлесе курнă çынсемччĕ эпир. Вăл вăхăтра пирĕн чатра 12 пин çынччĕ. СВО пуçланнă чухне республикăра пирĕн пек ĕçлекен волонтерсем пулман, фронт логистикине йĕркеленисем çукчĕ. Çапла эпир ытларах та ытларах ĕçлеме пуçларăмăр, пирĕнпе районсем те пĕрлешрĕç. Эпĕ халĕ ку енĕпе ĕçлесе ывăнтăм тесе калама пултараймастăп, мĕн çĕнтерÿ тăвичченех – салтаксемпе пĕрле, – терĕ «Женщины бизнеса» ассоциацин пайташĕ, «Опора России» регионти уйрăмĕн пайташĕ Елена Ершова. Елена Александровна ыр кăмăллăх фончĕ ячĕпе волонтерсене Тав çырăвĕсем парса чысларĕ. Тĕл пулăва Культура çурчĕн ертÿçи Галина Голубева ертсе пычĕ, Çурлатри клубĕн ĕçченĕ, салтак мăшăрĕ Лариса Аксендарова илемлĕ юрăсем парнелерĕ.
Роза ИЛЛАРИОНОВА.
Август 2026 |
