Ертсе пыракан тата пысăк йышлă «Единая Россия» парти 24 çул тултарчĕ. Ура çине çирĕп тăма ĕлкĕрнĕ политика партийĕ халĕт яваплă йышăнусем тума, çынсен интересĕсене хÿтĕлеме пултарать. Политика партийĕн ку таранчченхи ĕç пĕтĕмлетĕвĕ курăмлă, «Единая Россия» федераци бюджетне 700 тÿрлетÿ кĕртессине пуçарнă.
Мĕнле ĕçсем пулса пыраççĕ-ха «Единая Россия» политика партийĕн Муркаш муниципалитет округĕнчи пуçламăш организацийĕнче? Аса илтеретпĕр, иртнĕ çул депутатсен округ Пухăвĕн депутатне Москакасси тăрăхĕнчи Светлана Расколовăна пысăк ĕç шанчĕç. Вăл – «Единая Россия» политика партийĕн Муркаш округĕнчи пуçламăш организацисенчен регион шайне хутшăнма суйланă пĕртен-пĕр çын. Халĕ парти пайташне – Светлана Расколовăна – сăмах:
– Муркаш округĕнче «Единая Россия» политика партийĕн 35 пуçламăш уйрăмĕ ĕçлет. «Мобилизация» базăра – 11999 активист. Парти учетĕнче – 1453 çын, политканашăн 15 пайташĕ, МКК 5 пайташĕ тăрать. Кăçалхи сентябрь уйăхĕнче вырăнти хăй тытăмлăх органĕн суйлавĕнче 1 номерлĕ суйлав округĕ тăрăх «Единая Россия» партин пайташĕ – Сергей Налимов суйлавра шанчăклăн çĕнтерчĕ. Депутатсен округри Пухăвĕнче ытларах пайĕ – 17 депутат «Единая Россия» партирен. Çакă пире муниципалитетăн вырăнти бюджечĕпе эффективлă усă курма, тĕрĕс йышăнусем тума май парать. Çынсем асăрхаççĕ пулĕ, пирĕн округ юлашки çулсенче илемленсе, хăтлăланса пырать. Çакă йăлтах пĕр команда тăрăшнипе, регион ертÿçи Олег Николаев, Министрсен Кабинечĕ, Чăваш Ен Патшалăх Канашĕн «Единая Россия» парти фракцийĕн депутачĕсем тата депутатсен округ Пухăвĕн депутачĕсем пĕрле тимленипе пулса пырать. Кунта çавăн пекех партин вырăнти активĕ те çак йышпа пĕр шухăшлă ĕçленин тÿпи пур. Пирĕн ĕçĕн тĕп енĕ вăл – «Единая Россия» партин обществăлла йышăнăвĕсене пурнăçласси, СВО участникĕсене тата вĕсен çемйисене, Раççейĕн çĕнĕ регионĕсенче пурăнакансене пулăшасси, округ шайĕнче пурнăçланакан программăсене контрольте тытасси тата ытти те. Пирĕн актив салтаксем валли гуманитари пулăшăвĕ пухас, маскировка сеткисем çыхас, çавăн пекех ытти ĕçе те хастар хутшăнать. 2025 çула «Единая Россия» парти Муниципалитет депутачĕн çулталăкĕ тесе палăртрĕ. Питех те тĕрĕс йышăну. Çавăнпа та пĕтĕм ĕç муниципалитет депутачĕн статусне ÿстересси пулчĕ. Тепĕр майлă каласан – вырăнти активлăха ытларах аталантарасси. Задача – çынсене пĕрлештересси, вĕсем хăйсем çак партин пайташĕсем пулнине туйса тăччăр. Партин округри пуçламăш икĕ уйрăмĕ обществăлла пуçарулăх конкурсне хутшăнчĕ, вăл шутра – Хачăк уйрăмĕ, секретарĕ – Ольга Тимофеева, Сĕнтĕр уйрăмĕ, секретарĕ – Наталья Мареева. Муниципалитетри 7 депутат «Народный депутат» конкурса хутшăнчĕ. Унăн пĕтĕмлетĕвне декабрь уйăхĕнче пĕлтерĕç. Партин округри уйрăмĕ хăйĕн ĕçне планпа килĕшÿллĕн пурнăçласа пырать. Уйăхсерен вырăнти политканашăн ларăвĕсем иртеççĕ. Кашни кварталта партин пуçламăш уйрăмĕсенче пухусем, партин депутат корпусĕн ларăвĕсене йĕркелетпĕр. Парти проекчĕсене округра мĕнле пурнăçланине тăтăшах тишкерсе тăратпăр. Тĕрлĕ ыр кăмăллăх акцийĕсене, мероприятисене хутшăнатпăр. Тĕслĕхрен, «Ачана шкула кайма хатĕрле» акцие кăçалхи вĕренÿ çулĕ пуçланас умĕн 6 депутат хутшăнчĕ, ачасене шкула кайма хатĕрленме пулăшрĕ. Парти вырăнти пуçарулăха асăрхамсăр, пулăшмасăр хăвармасть. Иртнĕ çул Москакассинчи Культура çуртĕнче ятарлă çар операцине халалланă муниципалитетсемхушшинчи патриотла юрăсен «СВОим посвящается» пĕрремĕш фестивале ирттертĕмĕр. Ăна «Единая Россия» политика партийĕн пуçламăш уйрăмĕсен чи лайăх обществăлла пуçарăвĕсен конкурсĕн виçинче йĕркелерĕмĕр. Фестиваль проекчĕ иртнĕ çул «Единая Россия» политика партийĕ ирттерекен конкурсра пĕрремĕш вырăна тухса çĕнтерÿçĕ йышне кĕчĕ. Çавна май москакассисене дипломпа тата 100 пин тенкĕлĕх сертификатпа чысларĕç. Кăçал ку ĕçе округра малалла тăсрăмăр. Çитес вăхăтра та пурнăçламалли ĕçсем пур пирĕн. Декабрь уйăхĕнче çак фестивале хамăр патра шкул шайĕнче 5 – 11 класс ачисем хушшинче ирттересшĕн. Гуманитари пулăшăвне те территори пайĕпе çавăнта пуçтарсан лайăх пулмалла. Çак мероприятисене ирттернине çырса илсе гуманитари пулăшăвĕпе пĕрле салтаксем патне ярса парасшăн. Ăна эпир çамрăксем хушшинче патриот ĕçне ытларах сарас тĕлĕшпе йĕркелетпĕр. Эпир «СВОим посвящается» фестиваль авторĕсем пулнă май çак ĕçе республика шайне кăларма шухăшлатпăр. Москакассисем – хастар çынсем, вĕсем килте ахальлĕн кăна лармаççĕ, фронта мĕнпе те пулин пулăшма тăрăшаççĕ, ал ĕçĕ тăвакансем те, ытти енĕпе пулăшакансем те нумаййăн.
Роза ИЛЛАРИОНОВА.
Август 2026 |
