Тунтикун ҫамрӑксене патриотла воспитани парассин пӗлтерӗшлӗ пайӗ – «ВОИН» центр – хӑйӗн виҫӗ ҫулне паллӑ турӗ! Кун пирки Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хӑйӗн телеграм-каналӗнче пӗлтерчӗ.
Центра Раҫҫей Президенчӗ Владимир Владимирович Путин пулӑшнипе йӗркеленӗ, хӑйсен ҫӗршывне чунтан юратакан, ӑна хӳтӗлеме хатӗр граждансене хатӗрлет. Центрӑн Чӑваш Енри филиалӗ регионти патриотла воспитани тытӑмӗн тӗп сыпӑкӗ пулса тӑнӑ, ӑна ҫӗнӗ шая ҫӗкленӗ. Коллективра профессиллӗ инструкторсем ӗҫлеҫҫӗ, вӗсенчен нумайӑшӗ – ҫапӑҫусен ветеранӗсем тата ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем. Вӗсем курсантсемшӗн хӑюлӑхпа яваплӑх тӗслӗхӗ пулса тӑраҫҫӗ. Филиал ӗҫленӗ вӑхӑтра 4000 ытла воспитанник хатӗрленӗ, 270 яхӑн педагог хӑйӗн квалификацине ӳстернӗ, 300 ытла ӑсталӑх класӗ ирттернӗ.
Август 2026 |
