Чӑваш Енре Гражданла пӗрлӗхпе патриотла воспитани енӗпе эксперт канашӗ йӗркелӗҫ.
Канаш ҫӗршыв президенчӗн Владимир Путинӑн «Об утверждении Основ государственной политики по сохранению и укреплению традиционных российских духовно-нравственных ценностей» указне пурнӑҫласа йӗркеленет. Чӑваш Ен пуҫлӑхӗ Олег Николаев пуҫарӑва ырланӑ. Чӑваш Енӗн вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров каланӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ тытӑмӑн тӗп тӗллевӗсем ҫаксем: халӑхӑн истори ӑс-хакӑлне упрасси, историе фальсификацилессине хирӗҫ тӑрасси, йӑлана кӗнӗ хаклӑхсене йӗркелес опыта перекетлесси. Йыша тӗрлӗ сфера представителӗ кӗрӗ: депутатсем, ӑсчахсем, общество деятелӗсемпе педагогсем.
Август 2026 |
