Вӗсем аналитикӑпа, цифра инструменчӗсене ӗҫе кӗртессипе тата ҫынсемпе ҫыхӑну тытассипе ӗҫлӗҫ.
Халӑх соцсетьсем тата «Госуслуги.Решаем вместе» платформа урлӑ яракан ҫырусемпе ӗҫлессине Правительство ҫуртӗнче Правительство Председателӗ Сергей Артамонов ирттернӗ канашлура сӳтсе яврӗҫ. Чӑваш Республикинче влаҫпа халӑх хушшинчи ҫыхӑну тытӑмӗ аталансах пырать. Ҫынсем влаҫпа калаҫма хальхи вӑхӑтри инструментсемпе хастар усӑ кураҫҫӗ. 2025 ҫулхи ноябрь уйӑхӗнче электронлӑ площадкӑсем урлӑ республикӑра пурӑнакансенчен 6640 хыпар ҫитнӗ: 3700-шӗ соцсетьсем урлӑ, 2940-шӗ «Госуслуги» сервис урлӑ. Кун пирки регионти ЦУР ертӳҫи Татьяна Немцева пӗлтерчӗ. Ытларах сӳтсе явнӑ темӑсене те тишкерчӗҫ. Ыйтӑмсен 13 процентӗнче ҫул-йӗрпе ҫыхӑннӑ лару-тӑрӑва лайӑхлатма сӗннӗ, 12 процентӗнче – тирпей-илем кӗртессине, 8 процентӗнче – коммуналлӑ хуҫалӑха, 3,6 процентӗнче – общество транспортне, 3,5 процентӗнче каяша тиесе тухассине тишкернӗ. «Лайӑх, тӗрӗс ыйтусем параҫҫӗ пирӗн ҫынсем. Министерствӑн, хулан, округӑн кашни ертӳҫине планеркӑсенче ҫак аналитикӑна сӳтсе явма, пӗтӗмлетӳсем тума, ӗҫре приоритетсем палӑртма сӗнетӗп», –хушрӗСергей Артамонов. Ҫавӑн пекех премьер-министр Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев муниципалитетсен управлени центрӗсене йӗркелес пуҫарӑва ырланине пӗлтерчӗ. Ӗҫ ушкӑнӗ ку енӗпе «ҫул-йӗр карттине» палӑртрӗ. Кашни хулапа округа аналитика ӗҫне тӑвакан тата халӑхпа ҫыхӑну тытакан сотрудника ҫирӗплетӗҫ. Ҫакӑ муниципалитетсенче пурӑнакансемпе ҫыхӑнса ӗҫлемелли алгоритмсене, оперативлӑха тата тухӑҫлӑха лайӑхлатӗ.
Чӑваш Ен Правительствин Мах-каналӗ.
Август 2026 |
