«Салтаксене пулăшмалла»

Категория: Общество Опубликовано: 05.12.2025, 08:25 Просмотров: 76

Çапла каларĕ Йÿçкасси территори пайĕнче пурăнакан Венера Егорова. Салтаксене пулăшса тăнăшăн, фронта гуманитари пулăшăвĕ ярассине йĕркеленĕшĕн тата çак пулăшăва хăйĕн тÿпине те сахал мар хывнăшăн çак кунсенче Венера Геннадьевнăна округ администрацийĕн Тав çырăвĕпе чысларĕç. Палăртмалла, ку енĕпе вăл пĕрремĕш çул мар тăрăшать.

Ăна волонтер ĕçĕпе тăрăшма хăйĕн тĕп ĕçĕ пачах та чăрмантармасть. Вăл — Вăрманкассинчи клуб ертÿçи. Сцена çине вара хăй илемлетнĕ эрешсемпе, тумсемпе тухать, чăваш тĕррине кăмăллать. Алли пур ĕç çумне те çыпăçать унăн. Вăл Чăваш тĕррин кунне халалланă «Связь женской линии» республикăри конкурса хутшăнса ăсталăх кăтартрĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6