Раççейри апат-çимĕç продукцийĕн ваккăн суту-илĕвĕн Х5 компанийĕ «Муркаш çырли» кооперативпа ĕçлеме пуçлассине пĕлтерет.
Пирĕн округри çак кооператив çĕр çырли тата хăмла çырли ÿстерессипе ĕçлет. Вăл асăннă компанипе ĕçлекен юбилейлă 20-мĕш оператор пулса тăрать. Кооператив туса илнĕ çырла продукцийĕ Х5 компанин «Пятерочка», «Перекресток», «Чижик» суту-илÿ сечĕсенче сутăнма тытăнать. Планпа пăхнă тăрăх оператор çырла продукцийĕпе компанин Атăл çи тата Тĕп федераци округĕсенчи центрĕсене тивĕçтерсе тăмалла.
Август 2026 |
