2026 ҫула Чӑваш Республикинче Халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкӗ тесе пӗлтерекен Указа алӑ пусрӑм. Шӑпах ҫак вариантшӑн пирӗн ҫынсем чи нумай сасӑ панӑ. Ҫапла пӗлтерчӗ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хӑйӗн телеграм-каналӗнче.
Чӑваш Ен – нумай наци, культура тата йӑла-йӗрке представителӗсем пурӑнмалли ҫурт. Ҫак нумай енлӗхре – пирӗн вӑй тата ҫирӗп аталанӑвӑн никӗсӗ. Республикӑра пурӑнакан кашни ҫын хӑйне пӗр пысӑк ҫемьен пӗр пайӗ пек туйни, эпир юнашар пурӑнни кӑна мар, пӗр-пӗрне чӑннипех ӑнланни, хисеплени, пулӑшни пӗлтерӗшлӗ. Халӗ, нихҫанхинчен те ытларах, пирӗн ҫак ҫыхӑнусене ҫирӗплетмелле. Халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкӗ культура, вӗренӳ тата спорт мероприятийӗсем анлӑ ирттерме хӑватлӑ импульс пулса тӑрӗ. Вӗсем пире чӑваш ҫӗрӗ ҫинче пурӑнакан пур халӑхӑн йӑли-йӗркипе, чӗлхипе тата искусствипе тата тарӑнрах паллашма май парӗҫ. Пирӗн тӗллев – ҫак ҫул ҫӗнӗ уҫӑлусен, пӗр-пӗрне ӑнланмалли тата тата та тачӑрах чӑмӑртанмалли вӑхӑт пултӑр тесе мӗнпур услови туса парасси. Туссем, сирӗнтен кашниех хастар хутшӑнасса шанатӑп. Атьӑр-ха пӗрле ҫак ҫула чӑн-чӑн ӗҫсемпе, ҫӗнӗ проектсемпе тата ырӑ пуҫарусемпе тултарар. Хамӑрӑн тӗп пуянлӑха – ҫынсем хушшинчи туслӑхпа килӗшӗве – упраса ӳстерсе пырар.
Август 2026 |
