Рынокра – В. И. Вязов ячĕллĕ «Моргаушский» агентсен центрĕ

Категория: Общество Опубликовано: 28.11.2025, 13:31 Просмотров: 64

Кăçалхи октябрĕн 6-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн страховани рынокĕнче малта пыракан тата шанчăклă страхлакан компани – «Росгосстрах» – 104 çул тултарчĕ. Пысăк ĕç опычĕллĕскерĕн витĕмĕ çынсен пурнăçĕнче те, пирĕн муниципалитет округĕнче те пĕчĕк мар. Çĕршыври страхлав ĕçĕн пĕр пайĕ пулнă май, муркашсем те аталану çулĕн кашни çавăрмакнех кĕрсе тухса пуян опыт пухнă. Çавăнпа та кунта рынок хутшăнăвĕнче халăхпа ĕçлессипе çултан çул пысăк ÿсĕм тунинчен тĕлĕнме те кирлĕ мар. Иртнине тĕплĕ тишкерсе, малашлăха шанчăклă пăхса çынсене, предприяти-организацисене йывăр вăхăтра пулăшас тĕллевпе страхлакан пай хăйсем патĕнче страхланакансемпе çĕнĕлĕх хыççăн çĕнĕлĕхе çул парса пырать. Çакăн пĕр страници вăл – асăннă пая округ пурнăçĕнче ырăпа палăрнă Валерий Вязов ертсе пынă тапхăр.

Валерий Иванович пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлса кайнă май унăн ĕçне сума суса асăннă организацине ертсе пыракансем тата çак тытăмра ĕçлекенсем ăна малашне татах тухăçлăрах аталантарас ĕмĕтлĕ. Çакна шута илсе вĕсем иртнĕ кунсенче пĕр çын пек пулса Муркашри страхлакан пая хăйсен ертÿçин ятне пачĕç. Çапла вара нумаях пулмасть пирĕн рынокра ПАО СК «Росгосстрахăн» «В.И. Вязов ячĕллĕ «Моргаушский» агентсен центрĕ» ĕçлеме пуçларĕ. Агентсен центрĕ чÿк уйăхĕн пуçламăшĕнчи пухăвĕнче коллектив ку таранччен пурнăçланă ĕçĕсене пĕтĕмлетсе умри тĕллевсене палăртрĕ. Унăн ĕçне «Росгосстрах» чикĕллĕ яваплăхлă обществăн Чăваш Республикинчи филиалĕн директорĕ Алексей ПИРОЖКОВ та хутшăнчĕ. Пухăва пынисем пĕр çын пек пулса хăйсен «В.И. Вязов ячĕллĕ «Моргаушский» агентсен центрне» ертсе пыма асăннă коллективра пĕрремĕш çул мар ĕçлекен Нина Семеновăна суйларĕç.

– Паян эпир черетсĕр пуху ирттеретпĕр. Сăлтавĕ – çĕнĕ ертÿçĕ суйласси. Кунпа пĕрлех хамăрăн пурнăçланă ĕçсене пĕтĕмлететпĕр, аталану çулне хак парса умри тĕллевсене палăртатпăр. Çиччĕ виçсе пăхмалли пайтах. Муркашри агентсен центрĕ – Чăваш Республикипе те чи лайăххисен шутĕнче. Çакăнта хăй вăхăтĕнче В. Вязов тĕллевлĕ ĕçлени тĕп вырăнта тăни вăрттăнлăхра мар. Унăн тăрăшулăхĕпе страхлав ĕçĕ Муркаш округĕнче çÿллĕ шая çĕкленчĕ. Пĕрлехи вăйпа эсир хăвăр округри халăхăн тĕп пайне тĕрлĕ инкекрен страхлассине пурнăçа кĕртсе пыратăр. Çапла вара 43 страхлакан агентпа 4 штатлă сотрудник вăй хуракан пай страхованин пĕтĕм тĕсĕсемпе, автогражданла яваплăха обязательнăй майпа страхлассипе (ОСАГО) пĕрле шутласан, халăха çулсерен çĕршер миллион тенкĕлĕх страховани услуги парать. Халăхпа çывăх ĕçлесе пынăран эсир кашни çынна, кил-çурта, уйрăм предприяти-организацие, техника хатĕрĕсене, выльăх-чĕрлĕхе страхлассипе тăрăшса ĕçлени – пуриншĕн те куç умĕнче. Ку ĕç сирĕн округра малашне те хăйĕн вăйне çухатмасăр аталанасса ĕненетĕп. Эсир ăна тĕллевлĕ пурнăçа кĕртсе пырасса шанатăп, – терĕ «Росгосстрах» чикĕллĕ яваплăхлă обществăн Чăваш Республикинчи филиалĕн директорĕ Алексей Геннадьевич. Кунта вăл паян страхлакан компанисен рынокĕ вуншар çул каяллахинчен палăрмаллах улшăннине, çак ĕçпе тăрăшакансен пурнăç утăмĕпе тан пымаллине палăртрĕ. Пĕрлехи тăрăшулăхпа коллектив лайăх кăтартусен çулĕпе пырать. Кăçалхи 9 уйăхра пирĕн патăмăра килнĕ тÿлевсен калăпăшĕ ÿсрĕ. Вăл 8 миллион та 900 пин тенкĕпе танлашрĕ. Уйрăм пысăк тÿлевсем автострахованишĕн (4,5 млн тенкĕ), пушарпа тата çил-тăвăлпа инкек тÿснишĕн (1,5 млн тенкĕ) тата выльăх-чĕрлĕхпе (2,5 млн тенкĕ) пулчĕ. Пĕлтĕр пирĕн страхлакан пай страхованин пĕтĕм тĕсĕсемпе, автогражданла яваплăха обязательнăй майпа страхлассипе (ОСАГО) пĕрле шутласан, халăха 760 миллион тенкĕлĕх страховани услугисем пачĕ пулсан, кăçал вăл самай пысăкрах. Паянхи куна страхлакан пай 12800 килĕшÿ туса клиентсен ыйтăвĕсене тивĕçтерет. «Росгосстрах» компани хăйĕн ятне ямасть, конкуренци вăйланнине пăхмасăрах вăл малашне те халăхпа çывăх пулĕ. Округри страховани ĕçĕнче малашне «В.И. Вязов ячĕллĕ «Моргаушский» агентсен центрĕ» те тĕллевлĕ ĕçлессе паян компани ертÿçисем те, страхлакан агентсем те, вĕсен пулăшăвĕпе усă куракансем те шанса тăраççĕ.

– Çакна «Росгосстрах» страхлакан компани Раççейри чи сумлă страхлакан организацисенчен пĕри пулни çирĕплетет. Иккĕмĕшĕ – пысăк профессиллĕх. Пирĕн специалистсем – страховани ĕçĕнче пуян опыт пухнăскерсем. Вĕсем ял хуçалăхĕнче те, пĕчĕк бизнесра та, уйрăм çын харпăрлăхĕнче те, çын пурнăçĕпе сывлăх хăрушлăхĕшĕн те хăйсен ĕçне çÿллĕ шайра пурнăçлаççĕ. Нумай çуллă историе пăхмасăрах «Росгосстрах» пĕр вырăнта тăмасть, вăл тăтăшах шыравра. Çакна «В.И. Вязов ячĕллĕ «Моргаушский» агентсен центрĕ» те хăйĕн кун йĕркинчен кăлармĕ, – терĕ аталану тĕллевĕсем пуррине палăртса Нина Арефьевна. Рынок утăмĕсем сарăлсах пыраççĕ. Халăхăн пысăк пайĕ ытларах ĕçлесе илме пуçларĕ, банксен кредит программисем те ăнăçлă пурнăçа кĕреççĕ, çынсем страховани пĕлтерĕшне пĕлесси те ÿсрĕ. Çапла вара граждансем автомашинăсăр пуçне хваттерсене, пÿрт-çурта, дачăсене, выльăх-чĕрлĕхе страхлама пуçларĕç. Ман шутпа çакă çынсем пуянрах пулнине мар, пурнăçра харпăрлăх хуçи тарăнрах тымар янине пĕлтерет. Нумаях пулмасть хăй ĕçлесе илнĕ укçа-тенкĕпе туяннă хваттерте, уйрăм пÿртре пурăнакан çын хăйĕн пурлăхĕ çине урăхларах пăхма пуçларĕ. Вăл хăйĕн пурлăхĕн чăн хакне пĕлнĕрен ăна тĕрлĕ хăрушлăхран сыхласа хăварма тăрăшать те.

– Паян пирĕн патăмăрта 43 агент ĕçлет. Пирĕн страхлакан агентсем – страхованин кирек хăш отраслĕпе те профессионалсем. Кунта уйрăм çын харпăрлăхĕ те, ял хуçалăхĕ те, пĕчĕк бизнес та, пурнăçпа сывлăх та кĕреççĕ. Нумай çыншăн пирĕн агентсем – кăмăллă та шанчăклă канашçăсем. Вĕсенчен паян уйрăмах çаксене палăртас килет: В.П. Илларионов, Л.А. Седлова, Г.В. Яковлева, А.А. Федорова, Ю.С. Пикушкина, С.С. Петрова. Вĕсем тăтăшах халăх хушшинче пулни – пирĕн ĕç ăнăçăвĕн никĕсĕ, – терĕ Нина Семенова.

«Росгосстрах» компани специалистсем хатĕрлесси çине пысăк тимлĕх уйăрать. Вĕренÿ системи ансатлăхран кăткăслăх патне йĕркеленет, теорирен – практика патне. Тĕп тĕллев – пирĕн системăна килекен кашни агента чылай вăхăтлăха интереслĕ ĕçпе тивĕçтересси. Кунпа пĕрлех эпир хамăр пата килнĕ клиент кăмăллă юлассишĕн те тимлетпĕр. Страхлани канлĕ пурнăç никĕсĕ пулнине çынсене ăнлантарасси – малашлăхри утăм.

Анатолий БЕЛОВ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6