Ноябрĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Енте регион ертÿçи Олег Николаев пуçарнипе Чăваш тĕррин кунне улттăмĕш хут паллă турăмăр.
«Çак кун çулсерен çĕнĕ пĕлтерĕшпе пуянланнине пăхма кăмăллă, вăл илемленсе тата пире çывăхарах пулса пырать. Хамăрăн йăла-йĕркене эпир çĕнĕлле йĕркелесе пыратпăр, çакă пире малашлăха шанчăклăнрах пăхма май парать. Çак çулсенче Чăваш Енĕн йăла-йĕрке искусствине çĕнĕ варкăш килчĕ. Республикăра вырăнти дизайнерсемпе модельерсен тумпа аксессуарăн, эрешĕн 10 ытла бренчĕ кун çути курчĕ», – çапла палăртнăччĕ Чăваш Республикин Правительствин тунтикунсерен ирттерекен канашлăвĕнче регион ертÿçи Олег Николаев. Регионти уявăн тĕп саманчĕ К. Иванов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх академи театрĕнче иртрĕ. Ноябрь уйăхĕнче вара регионта асăннă ăсталăхпа çыхăннă 400 ытла мероприяти ирттерме палăртнă. Çак йыша муркашсем те хутшăнчĕç. Округра чăваш тĕррин уявĕ асăннă кун Муркашри Культура çуртĕнче пулчĕ, çÿллĕ шайра иртрĕ. «Чăваш тĕрри – халăх пуянлăхĕ» уяв округри культура ĕçченĕсене, шкул ачисене тата чăвашлăха кăмăллакансене пĕр сцена çине пухрĕ. Сцена çине тухакансем – пысăк маттурсем, чăвашлăха упракансем. Вĕсем ушкăнăн-ушкăнăн тухса тĕрлĕ чăваш тумĕпе паллаштарчĕç. Куç тулли илем. Кашни эрешре чĕрĕлĕх çăл куçĕ палăрать, кашни ĕçре чăваш йăли-йĕрки, ĕçĕ-хĕлĕ курăнать. Фойере чăваш тĕррисен, ал ĕç ăстисен куравне тата тĕрĕпе çыхăннă кĕнеке куравне йĕркеленĕ. Хăнасем вĕсемпе паллашрĕç. Паллах, чăваш тĕррин ăсталăхне алла илме вăхăт нумай кирлĕ. Мероприятие хутшăнакансене Муркаш муниципалитет округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ – вĕренÿ, спорт тата çамрăксен политикин ертÿçи Зоя Дипломатова, культурăпа архив ĕçĕсен пайĕн ертÿçи Любовь Рыжкова, депутатсен округ Пухăвĕн депутачĕ Павел Вязов тата ыттисем саламларĕç. Чăваш тĕррипе çыхăннă тĕрлĕ конкурса хутшăннисене уяв сцени çинче чысларĕç. Уява концерт программи илемлетрĕ. Мероприятие çÿллĕ шайра йĕркелени аван курăнчĕ.
Роза ИЛЛАРИОНОВА.
Август 2026 |
