Ноябрĕн 20-мĕшĕнче Шупашкар хулинче мас-рестлингпа мала тухассипе «Школьная лига» уçă ăмăртăвăн иккĕмĕш тапхăрĕ иртрĕ. «Спартак» спорт комплексĕнчи ăмăрту питех те çивĕч пулчĕ. 2009-2010 çулсенче, 2011-2012 çулсенче, 2013-2014 çулсенче çуралнисем вăй виçрĕç.
Шурча шкулĕн спортсменĕсем те физкультура учителĕ О. Бардасова ертсе пынипе çак ăмăртăва хутшăнчĕç. Команда йышĕнче çаксем пулчĕç: Дарья Дмитриева, Анастасия Иванова, Виктория Леонтьева, Карина Андреева, Михаил Веселов, Богдан Куракин. Ăмăрту яланхи йĕркепе пысăк йышпа иртрĕ: 20 ытла шкул тата 150 ытла хутшăнакан. Ăмăртăва уçма мас-рестлинг федерацийĕн президенчĕ Алексей Владимиров, Иван Смоленцев вице-президент хутшăнчĕç. Çивĕч кĕрешÿре 2014-2013 çулсенче çуралнисем хушшинче Виктория Леонтьева 2 вырăна тухрĕ. 2011-2012 çулсенче çуралнă хĕрсем хушшинче Анастасия Иванова – иккĕмĕш. 2009-2010 çулсенче çуралнă хĕрсем хушшинче Дарья Дмитриева – виççĕмĕш. Çак категорире арçын ачасем хушшинче Михаил Веселов – виççĕмĕш, Богдан Куракин – иккĕмĕш. Ăмăртура пире пирĕн шкулăн выпускникĕсем, пĕтĕм Раççей тата Атăл çи федераци округĕн ăмăртăвĕсене хутшăннисем тата призерсем Ксения Никифоровăпа Карина Иванова хавхалантарчĕç.
Пирĕн лайăх хавхалантаруçăсем, пулăшуçăсем пулчĕç, çавăн пекех çĕнтерÿ патне пысăк туртăм пулчĕ.
Анастасия Иванова , Шурча шкулĕн 8 класс вĕренекенĕ.
Август 2026 |
