Симĕс берета тивĕçнĕ

Категория: Общество Опубликовано: 28.11.2025, 11:13 Просмотров: 66

Муркашри суд приставĕ Кирилл Ковалев нумаях пулмасть пысăк çитĕнÿ тунине пĕлтĕмĕр. Вăл Чăваш Ен тивĕçне Раççей шайĕнче чыслăн хÿтĕленĕ. 95 ытла претендента хыçа хăварса симĕс берет тăхăнса çÿреме тивĕçнĕ. Ку вара сотрудникшăн – питех те пысăк чыс.

Суд приставĕсен çирĕплĕхне, ятарлă хатĕрленĕвне палăртассин финал тĕрĕслевĕ Мускав облаçĕнчи «Патриот» паркра пулнă. Раççей УФССП Чăваш Республикинчи Муркаш район уйрăмĕн кĕçĕн суд приставĕ Кирилл Ковалев мĕнпур тĕрĕслев витĕр çирĕппĕн тата пысăк кăтартусемпе тухнă, хăйĕн чăтăмлăхне, спортра çивĕч пулнине кăтартнă. Çак паркра çĕр ытла претендент темиçе кун хĕрÿ тупăшăва, тĕрĕслеве хутшăннă, ăмăртусем питех те кăткăс тата йывăр пулнă. Вăл шутра 10 км чупасси, Макаров пистолетĕнчен, Калашников автоматĕнчен пересси, 100 метр хăвăрт чупасси, алă вĕççĕн çапăçасси тата ытти те. Финал ăмăртăвĕнче вăйлисенчен те вăйлисене суйланă. Вăл симĕс берет тивĕçни ахаль мар. Çирĕп тĕрĕслев витĕр тухнă кĕçĕн суд приставĕ Раççей Федерацийĕн принудительнăй исполнени органĕсен сотрудникĕсен йышнеь тăма тивĕçнĕ.

Кирилл Ковалев Муркашри суд приставĕнче пилĕк çул ĕçлет. Çамрăк çын сывă пурнăç йĕркине çирĕп пăхăнса пурăнать, уйăхсерен регионти спорт мероприятийĕсене хутшăнать. Хастар çынна саламлатпăр, малашне те ĕçре тата ăмăртусенче ăнăçу сунатпăр.

Роза ИЛЛАРИОНОВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6