Кашнин пулăшăвĕ фронта кирлĕ

Категория: Общество Опубликовано: 28.11.2025, 11:00 Просмотров: 81

Лăпкă мар пурнăç, кăткăс лару-тăру çынсене пĕрлештерет. Ильинка территорийĕнчи çынсем те фронта пулăшаççĕ. Хÿтлĕх сеткисем, хÿтĕленмелли ытти япала, гигиена хатĕрĕпе апат-çимĕç салтаксене еплерех кирлине кунта кашниех лайăх ăнланать.

Вăрманкасси ял клубĕнче «кĕмĕл волонтерсем» салтаксем валли «Леший» костюмĕсем çыхаççĕ, çавăн пекех маскировка сетки те сахал мар çыхрĕç. Вĕсем кунта виççĕмĕш çул ĕçлеççĕ, çуллахи кану хыççăн октябрь уйăхĕнче ĕçе тытăнчĕç. Хăйсен тăрăхĕнчи çынсем пухнă укçа-тенкĕпе хÿтлĕх хатĕрĕсем валли никĕс туянаççĕ. Тĕрĕссипе вара ытларах чухне çак ĕçе хутшăнакансем хăйсенчен пулăшу сахал мар кăлараççĕ. Ку хутĕнче вĕсене территори пайĕн пуçлăхĕ Марина Соколова пулăшрĕ. Çыхмалли материала вĕсем «Вегăра» туянаççĕ, ăна Шупашкарти Новомученик храмĕнче касса параççĕ. Хатĕр костюмсене отпуска килнисенчен парса яраççĕ, волонтер ушкăнĕсене те çитерсе параççĕ.

– Отпуска килнĕ салтаксем валли хатĕрлесех тăратпăр. Пирĕнтен çавăн пек пулăшу та пулин пултăр тетпĕр. Иртнĕ çул 87 костюм хатĕрлесе патăмăр, кăçал та костюм сахал мар çыхрăмăр. Штурмовиксемпе снайперсем валли тата ыттисене питĕ кирлĕ япала вăл. Çакна салтаксем хăйсем каласа панинчен, вĕсем ярса панă видеотчетсенчен пĕлетпĕр. Хатĕр япаласене хамăр ялсенчи салтаксем валли кăна мар, ытти тăрăхри ялсенчи салтаксене те хатĕрлесе паратпăр. Пирĕн салтак, ют салтак тесе уйăрни çук, пурте вĕсем – пирĕн тата тĕллевĕ те пĕрре. Çар комиссариатне те илсе килсе паратпăр. Хатĕр костюмсемпе сеткăсене «Зов Чувашии» волонтер ушкăнне çитерсе паратпăр. Эпир ĕçлени пурне те усăллă пултăр. Пирĕн ушкăнра сакăр çын ĕçлет, кусем – куллен ĕçлекенсем. Апчарсем те костюмсем çыхаççĕ. Тренккăсем сеткăсем хатĕрлеççĕ. Костюмсемпе сеткăсене нихăçан та пушшăн ямастпăр, яланах вĕсем ăшне сгущенка, канфет е ытти япала хурса яратпăр, – тет Людмила Жигалова.

Валентина КОМИССАРОВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6