Аслă классемпе тĕл пулчĕç

Категория: Общество Опубликовано: 28.11.2025, 10:56 Просмотров: 67

Мăн Сĕнтĕр шкулĕнчи выпускниксемпе Раççей Федерацийĕн Оборона министерствин «Есть такая профессия – Родину защищать» масштаблă акцийĕ шайĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕл пулу иртрĕ. Унăн тĕллевĕ – çамрăк çынсене Раççей Çар вăйĕсен майĕсем пирки каласа парасси.

Аслă класс ачисем умĕнче çар ĕçĕнче пысăк утăмсем тунă сумлă хăнасем тухса калаçрĕç. Офицер пакунне тивĕçесси тата ăна йăтса çÿресси, паллах, пысăк чыс. Çакăн пирки Муркаш тата Элĕк районĕсен çар комиссарĕ Евгений Степанов каласа кăтартрĕ. Пулас абитуриентсемшĕн вĕсен тантăшĕ Михайловскри çар артиллери академийĕн 3-мĕш курс курсанчĕ Руслан Коннов каласа пани вара тĕслĕх вырăнĕнче пулчĕ. Вăл хăйĕн опычĕпе паллаштарчĕ, чăваш каччи епле-ха çавăн пек паллă вĕренÿ заведенине вĕренме кĕрес йĕрке пирки каласа кăтартрĕ. Вăл çар вĕренĕвĕ тата хăйĕн тĕллевĕ пирки тÿрĕ кăмăлпа каласа кăтартни çĕршыв хÿтĕлевçи пулма май пуррине çирĕплетрĕ. Евгений Степанов çар вĕренÿ заведенийĕсене вĕренме кĕмелли майсемпе тата çар çыннисене паракан çăмăллăхсемпе паллаштарчĕ.

«Сирĕн хăюлăх тата йышăну – Раççейĕн хăрушсăрлăхĕпе хăватлăхĕн пирĕн пĕрлехи тÿпи», – терĕ вăл. Çакăн пек тĕл пулусем çамрăксене тĕрĕс суйлав тума пулăшаççĕ. Ку тĕлĕшри кирек епле ыйтупа та Муркаш тата Элĕк районĕсен çар комиссариатне 8 (83541) 6-23-50 «хĕрÿ телефон» номерĕпе шăнкăравласа пĕлме пултаратăр.

Муркаш тата Элĕк районĕсен çар комиссариачĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6