Муркаш район прокуратури ку тăрăхра пурăнакан 39 çулхи хĕрарăм айăплă пулнине çирĕплетнĕ. Вăл РФ УК 111 статьян 2 пайĕнче палăртнă йĕркене (умышленное причинение тяжкого вреда здоровью, опасного для жизни человека, совершенное с применением предмета, используемого в качестве оружия) пăснă.
Суд çапла çирĕплетет. Кăçалхи июлĕн 23-мĕшĕнче вăл кăнтăрлахи вăхăтра хăйĕн килĕнче ÿсĕр пулнă. Хĕрарăм пĕрле пурăнакан 28 çулхи арçынпа пĕрле эрех ĕçнĕ. Вĕсем хушшинчи кĕвĕçÿ калаçăвĕ хирĕçĕве куçнă. Хĕрарăм унччен арбуз каснă çĕçĕпе арçынна хырăмĕнчен чикнĕ. Çакă унăн сывлăхĕпе пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратнă. Судра хĕрарăм хăйĕн айăпне йышăннă, çакăн пек ĕçе шухăшламасăр тунине пĕлтернĕ. Апла пулин те айăплав енĕ хĕрарăм малашне мĕн пуласса пĕлсе тăрсах арçынна çĕçĕпе чикнине суда ĕнентернĕ. Суд патшалăх айăплавçин шухăшне, хĕрарăмăн суд айăплавĕ пуррине тата лару-тăрăва хытаракан ытти самант пуррине шута илнĕ, ăна 3 çулталăк та 7 уйăх ирĕкрен хăтарма йышăннă. Çак вăхăта вăл пĕтĕмĕшле режимлă юсану колонийĕнче ирттерĕ. Çавăн пекех пĕр çулталăк хушши унăн ирĕкне чикĕлĕç.
Алексей ГАЛАХОВ, Муркаш район прокурорĕ.
Август 2026 |
