Çапла калать Чуманкасси тăрăхĕнче пурăнакан виçĕ ача амăшĕ, салтак мăшăрĕ Наталия Каликова. Сăн ÿкерчĕкре куракан çемье Çĕршыв хÿтĕлевçисен çемйисен комитечĕн округри уйрăмĕ йĕркеленĕ «Семья героя» проекта хутшăнчĕ. Унта хутшăнни, çие мăшăр тумне уртни, паллах, ахаль мар, чуна тивертсе шухăша таçта аякка илсе çитерет. Çемье пуçĕ Сергей Каликов Тăван çĕршыв лăпкăлăхне ятарлă çар операцине хутшăнса хÿтĕлет.
«Сережа пирĕншĕн, çĕршыв лăпкăлăхĕшĕн тăрăшать. Çынсем алла пăшал тытма пуçласан вăл та аякра тăрса юлма пултараймарĕ. Эпир унпа венчет тăрса пĕрлешнĕ. Тавах Турра, унпа тĕл пулнишĕн, пĕрле çемье çавăрнишĕн. Халĕ пирĕн ачасем ÿсеççĕ. Виççĕн вĕсем пирĕн – пĕр арçын ача тата икĕ хĕр ача. Лиза Чуманкасси шкулĕнче виççĕмĕш класра вĕренет. Серафим «Малыш» ача садне çÿрет. Пĕри – шкулти лайăх хыпарпа савăнтарать, кĕçĕнни – ача садĕнчипе, мана килте ĕçлесе пулăшаççĕ. Тепĕр чухне вĕсем е ÿкерчĕк туса, е сăвă каласа ман кăмăла çĕклеме тăрăшаççĕ. Асли – Ангелина, çемьеллĕ, йыш хушăнасса кĕтетпĕр эпир халĕ. Амăшĕн телейĕ вăл ача-пăча йĕркеллĕ пулнинче, вĕсем савăнса кулнинче... Арăм телейĕ – мăшăрта. Пĕлетĕп, ман пек кашни хĕрарăм, кашни амăшĕ шухăшлать. Сережăна кĕтмен, аса илмен кун та çук пулĕ пирĕн. Ачасем унпа пĕрле сĕтел хушшинче пулнине, выляни-кулнине аса илеççĕ. Хăш чухне калаçма май килет, телефон çине вăл пĕр-икĕ сăмах çырни те тем пекех лайăх. Ун пек чухне эпĕ пĕлетĕп, вăл чĕрĕ, сывă – мухтав Турра. Хăвăртрах пĕттĕрччĕ çав вăрçă, киле йĕркеллĕ таврăнтăрччĕ, тетĕп. Паллах, эпĕ те, ачасем те уншăн питĕ тунсăхлатпăр. Пирĕн кĕлĕ ăна вăй-хăват парса, сыхласа тăтăр. Эпĕ йывăр шухăша ĕçре пусаратăп. Çулла, паллах, пахчара, картишĕнче ĕç нумай. Халĕ вара май пур чухне ал ĕçĕ тытма тăрăшатăп», – терĕ виçĕ ача амăшĕ. Ачасем шкулти конкурссене активлă хутшăнаççĕ, çавăн пекех çемье тĕрлĕ мероприятие çитме тăрăшать. Юлашки вăхăтра вĕсем Ильинка шкулĕнче «Ильинская тропа» ятпа иртнĕ çемье экологифестивальне çитсе килчĕç. Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ ячĕпе вара вĕсем Шупашкар хулинчи Николаев паркĕнче иртекен пĕтĕм Раççейри «Россия – семья семей» акцие хутшăнчĕç. Лиза хушма вĕренÿре те ĕлкĕрет, программировани тата вокал енĕпе тăрăшать. Серафим вара спортпа туслашасшăн. Амăшĕн вара кил таврашĕнче те, ачасемпе те ĕç çителĕклĕ.
Роза ИЛЛАРИОНОВА.
Август 2026 |
