Галина Щербакова ноябрь уйăхĕнче сумлă 90 çул тултарчĕ. Эпир вырăнти культура ĕçченĕсемпе ăна саламлама çитсе килтĕмĕр. Эпĕ ăна территори пайĕ ячĕпе Тав çырăвĕпе асăнмалăх парне парса чысларăм, артистсем – юрăсем. Унпа тĕл пулса калаçнă хыççăн, пурнăç нуши витĕр тухнă хĕрарăм пирки, çырмасăр пултараймарăм. Хăйĕн кун-çулне аса илни манăн чун-чĕрене пăлхантарчĕ.
Вăл Карамалькассинче çуралса ÿснĕ. Пĕчĕк Гальăн амăшĕ, Варвара, пурнăçран ытла та ир уйрăлнă. Çавăнпа та ашшĕ, Иосиф, тепĕр хут авланнă, Агреппинăпа çемье çавăрнă. Вăл Гальăн иккĕмĕш амăшĕ пулса тăнă. Çакăн пек ачалăх ăна хурçă пек чăтăмлă туптаса ÿстернĕ. «Вăрçă ачисем» тени ахаль мар. Вăл – нушаллă ачалăх, выçлăх... Галина Калайкасси шкулĕнче вĕреннĕ. Анчах та ачалăхри пĕр кун нихăçан та асран тухмасть. Ĕмĕрлĕхе пуçра юлнă чи савăнăçлă кун вăл – тăшмана çапса аркатса Аслă Çĕнтерÿ пулнине пĕлтерни. Çак вăхăтсене куççулĕсĕр итлеме май çук.
– Совет салтакĕсем фашистла Германие çĕнтернине пĕлтерчĕç пире. Савăннипе хăшĕ кăшкăрчĕ, тепри сикрĕ, виççĕмĕшĕ макăрса ячĕ... Эпĕ шкултан тухса чупрăм, савăннипе урасем çĕре те перĕнмерĕç пуль, хама хам сисмерĕм. Мăйри хĕрлĕ галстука салтрăм та ялав пек вĕлкĕштерсе урам хапхи патне чупса çитсе çакрăм. Вăрçă пĕтнĕ, пирĕннисем киле килеççĕ, терĕм, – çапла аса илет çав вăхăтрине 90 çулхи кинемей.
Вăл халĕ те ăс-тăн енчен çивĕч, интереслине нумай каласа кăтартать. Шкултан вĕренсе тухсан Галина Шупашкарти пир-авăр комбинатне ĕçлеме вырнаçнă, çав хушăрах вĕренме те вăхăт тупнă, предприятире 35 çул тăрăшнă. Шаннă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланă. Пысăк ĕç кăтартăвĕсем тунăран 1984 çулта вăл «Комбинатăн хисеплĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Галина Ефимовна комбинатри çамрăк ĕçченсен наставникĕ пулса тăнă, хăйĕн ĕç опытне ыттисемпе хаваспах пайланă. Маçтăр тин кăна ĕçе вырнаçнисене вĕрентсе пынă. Ĕçне кура – хисепĕ. Унăн тăрăшулăхне чи пысăк наградăпа хакланă. Ăна Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе чысланă. Çакă ахаль мар, уншăн мĕн чухлĕ ĕçленĕ, мĕн чухлĕ çамрăка вĕрентнĕ пулĕ вăл! Çынна яланах пулăшма тăрăшнă. #ссе çитсен Галина Ефимовна çемьеленнĕ. Мăшăрăн Юрий ятлă ывăл çуралнă. Пурăнмалла, ĕçлемелле, йыш хушмалла темелле те, анчах та 1990 çулта ун çине калама çук йывăр хуйхă татăлса аннă. Вăл ывăлне те, мăшăрне те ĕмĕрлĕхе çухатнă. Хуйхи вара кунпа кăна пĕтмен-ха. Мĕншĕн пĕр çын умне çавăн чухлĕ инкек? Çитменнине тата кил-çурчĕ те çунса кайнă. Епле чăтнă-ши унăн чун-чĕри çавăн чухлĕ хуйха? Çапах та вăл малалла пурăнма, ĕçлеме вăй-хал çитернĕ. Йывăрлăха ĕçпе тата ĕçре сирнĕ, тепĕр чухне ĕçпех каçĕ те ирхи шуçăмпа тĕл пулнă. Пурнăçа вара малаллах тăсмалла. Тĕнче ырă çынсемсĕр мар. Унăн кун-çулĕнче урăх çынсем тупăннă. Кÿршĕ ялти Татьянăпа Валера Галина Ефимовна патĕнче пурăнма тытăннă. Мăшăр ача-пăчаллă пулнă, Алешăпа Володя çуралнă. Çулсем иртнĕ, каярах Эмиля мăнук çут тĕнчене килнĕ. Галина Ефимовна çĕнĕ çемьене ура çине тăма, ача-пăчана пăхма пулăшнă. Çамрăксем те ăна тав тунă. Галина Ефимовна, йывăр пурнăç çулĕ витĕр тухнă пулин те, пурнăçа хаклама пĕлет. Юрă-кĕвĕре те, ытти ĕçре те унăн ăсталăхĕ пысăк пулнă. Галина Ефимовна, 90 çулта пулин те, юрра-кĕвве манманха, чăваш тата вырăс юррисене юрлама юратать.
Светлана МАКАРОВА.
Август 2026 |
