Мăн Шашкарта çĕнĕ клуб уçăлчĕ

Категория: Общество Опубликовано: 28.11.2025, 10:34 Просмотров: 76

«Пирĕн паян пысăк савăнăç! Эпир сирĕнпе пĕрле хамăр ĕмĕте пурнăçлама пултартăмăр. Клуб туса лартрăмăр. Клуб аслисен чун туртăмĕн, ачасен те культура тата ăс-хакăл аталанăвĕн центрĕ пулса тăрĕ», – савăнăçне пытармарĕ Ильинка территори пайĕн ертÿçи Марина Соколова.

Мăн Шашкарта пуçарулăх бюджечĕн программипе усă курса çĕнĕ клуб туса лартрĕç. Ку ял – çак территори пайĕнчи 17 ялтан пысăккисенчен пĕри. Кунта 150 хуçалăх. Çакăнта пурăнакан 300 çын валли хăтлă центр хута кайрĕ. Марина Вячеславовна республика ертÿлĕхне, округ администрацине, подряд организацине, предпринимательсене тата ял çыннисене çакăн пек культура вучахне йĕркеленĕшĕн чунтанах тав турĕ. Çакăн пек савăнăçлă ĕçпе округ администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Матросов тата хăйĕн ячĕпе унăн çумĕ – вĕренÿ пайĕн, çамрăксен политикин ертÿçи Зоя Дипломатова саламларĕ. «Регион пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнипе пурнăçланакан пуçарулăх бюджечĕн программи пулăшнипе ял çыннисем хăйсеныйтăвĕсене татса параççĕ. Çак çĕнĕ клуб чăн-чăн культура вучахĕ пулса тăтăр, унта яланах юратупа ырăлăх хуçаланччăр, аслисен пухăнмалли вырăнĕ, çамрăк ăрăвăн ăс-хакăл воспитанийĕ памалли центрĕ пулса тăтăр», – çапла каласа Зоя Юрьевна пурне те мирлĕ пурнăç, ырăлăхпа савăнăç сунчĕ. Ял çыннисен савăнăçне Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Угаслов та пайларĕ. «Хамăр алăпа тунă ырăлăх пуринчен те паха.

Паянхи тĕслĕх эпир пĕрле чухне вăйлă тата пĕр шухăшлăн ĕçленине çирĕплетет», – терĕ вăл. Николай Угаслов ял çыннисене малашне те пур ыйтăва та пĕрле татса пама, пĕрле пухăнма тата пурнăçпа савăнма сунчĕ. Çавăн пекех чылайлăха асра юлакан кунпа Чăваш Республикин Общество палатин пайташĕ Владимир Тяпкин, округри депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Михаил Бычков саламларĕç. Округ администрацийĕн культура, архив ĕçĕсен пайĕн ертÿçи Любовь Рыжова каланă тăрăх, округра пуçарулăх бюджечĕн программипе усă курса тунă ку клуб пĕрремĕш те, юлашки те мар. Çак программа шайĕнче пĕрремĕш клуб Рыккакасси ялĕнче хута кайнă. Нумаях пулмасть Шатракасси ялĕнче çĕнĕ клуб уçăлнă. Акă халĕ – кунта. Çитес канмалли кунсенче вара шатракассисен савăнăçĕ Çатракассине çитет. Любовь Александровна ял çыннисене хавхалану тата пултарулăха аталантарма ăнăçу сунчĕ. Çĕнĕ пÿрт уявĕ епле-ха парнесемсĕр? Çĕнĕ клубăн çĕнĕ аппаратура пулассине пĕлтерчĕ вăл. Хăнасенчен ытти парне те пулчĕ клуб валли. Хаçат, журнал, кĕнеке вулама кăмăллакансем валли те унта вырăн пулать. Централизациленĕ клуб системин ертÿçи Станислав Григорьев каланă тăрăх, вулакансене уйрăм пÿлĕм кĕтет. «Кантăкра çутă курăнсан, аякран иртсе ан кайăр», – терĕ вăл. Уяв мероприятийĕнче ял çыннисене, спонсорсене Тав çырăвĕсем парса чысларĕç. «Эпир хăпартланатпăр, савăнатпăр, малалла интереслĕ тата активлă пурăнăпăр», – шантарчĕç вĕсем. Кунта вара ял çыннисен ăсталăхне те кăтартрĕç, хăнасене çак ял ăстаçи Владислав Перцев хатĕрленĕ парнесемпе чысларĕç. Ачасем сăвă, ташă парнелерĕç, аслисем – юрă. Савăнăçлă мероприяти округри артистсен концерчĕпе вĕçленчĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6