Килӗштерсе пурӑнни – тӑнӑҫлӑх никӗсӗ

Категория: Общество Опубликовано: 28.11.2025, 10:28 Просмотров: 74

Чӑваш Ен ют ҫӗршыв гражданӗсене интеграцилес тата культурӑсем хушшинчи диалога йӗркелес тӗлӗшпе хастар ӗҫлет

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Республикӑри нацисемпе конфессисем хушшинчи хутшӑнусен канашӗн ларӑвне ирттерчӗ. Правительство членӗсем, тӗн представителӗсем тата общество организацийӗсен ертӳҫисем нацисемпе конфессисем хушшинчи килӗшӗве тивӗҫтерес енӗпе пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса ӗҫлемелли майсене сӳтсе яврӗҫ. «Пирӗн регионта 128 яхӑн халӑх тата наци ҫынни пурӑнать, шӑпах ҫак нумайлӑх пирӗн пуянлӑхпа вӑй-хӑват пулса тӑрать. Раҫҫей Президенчӗ Владимир Владимирович Путин 2026 ҫула Раҫҫей халӑхӗсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗ тесе пӗлтерме сӗннине ырларӗ. Ҫитес ҫул умӗн эпир регионта нацисемпе конфессисем хушшинчи килӗшӳ практикине ҫирӗплетесси тата аталантарасси пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртатпӑр. Пӗрле кӑна, хамӑрӑн истори тӑсӑмне упраса, эпир республикӑра тӑнӑҫ та килӗшӳллӗ пурнӑҫ туса малалла ҫирӗппӗн утма пултаратпӑр», – тесе палӑртрӗ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Чӑваш Республикин Шалти ӗҫсен министерствин Экстремизма хирӗҫ кӗрешекен центр пуҫлӑхӗ Владимир Шихранов республика территорийӗнче 34 наципе культура центрӗ ӗҫленине палӑртрӗ. Ют ҫӗршыв гражданӗсене интеграцилес енӗпе Чӑваш Республикин Вӗренӳ министерстви те хастар ӗҫлет. Чӑваш Республикин вӗренӳ министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Максим Гришин палӑртнӑ тӑрӑх, паянхи кун республикӑри аслӑ шкулсенче, колледжсенче тата шкулсенче 58 ҫӗршывран 4 пине яхӑн ют ҫӗршыв ҫынни вӗренет.

Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Светлана Каликова регион ют ҫӗршыв ҫыннисем хушшинче пӗтӗм Раҫҫейри гражданла пӗрпеклӗхе йӗркелес тӗлӗшпе ялан ӗҫленине пӗлтерчӗ. Ку вӑл – Чӑваш Енри Халӑхсен туслӑх ҫурчӗпе, Раҫҫей халӑхӗсен ассамблейин регионти уйрӑмӗпе, Раҫҫейри «Пӗлӳ» обществӑн республикӑри филиалӗпе тата «Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем» Патшалӑх фончӗн филиалӗпе килӗштерсе ӗҫлесси. Пӗрлӗхе тата культура диалогне ҫирӗплетес енӗпе Чӑваш Енри Халӑхсен туслӑх ҫурчӗ пысӑк ӗҫ туса пырать. 2025 ҫул хушшинче унӑн ӗҫченӗсем анлӑ мероприятисем йӗркеленӗ.

«Вӗренӳ программисем ҫине уйрӑмах тимлӗх уйӑрнӑ», – пӗлтерчӗ Чӑваш Енри Халӑхсен туслӑх ҫурчӗ АУ нацисем хушшинчи хутшӑнусен тата информаципе аналитика ӗҫӗн пайӗн пуҫлӑхӗ Сергей Иванов. Республика тулашӗнче Чӑваш Енрентухнисене пӗрлештерес тӗлӗшпе тӗллевлӗ, комплекслӑ ӗҫ пырать. Ҫав шутра Регион правительстви чӑваш чӗлхине сарас тата ӑна вӗренӳ учрежденийӗсенче вӗрентессине анлӑлатас тӗлӗшпе ӗҫлет. «Эпир пухнӑ опытпа чӑваш диаспори пур ытти регионти – Тутарстанри, Пушкӑртстанри, Ульяновск облаҫӗнчи тата ытти регионти – педагогсене паллаштаратпӑр», – тесе палӑртрӗ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн пресс-служби.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6