Салтак мăшăрĕ, юратнă анне

Категория: Общество Опубликовано: 28.11.2025, 10:22 Просмотров: 65

Сăн ÿкерчĕкре эсир Муркашра пурăнакан Елизавета Тимофеевăна тата унăн Павелпа Карина ачисене куратăр.

Çемьери аслă хĕр Карина Мускав хулинче юридици пĕлĕвĕ илет. Иккĕмĕшĕ, Павел, Муркаш шкулĕнче 8 класра вĕренет. «Юрать-ха Павел пур килте манпа пĕрле пурăнакан, вăл та пулмасан эп пĕлместĕп пĕччен мĕнле пурăнасса та», – тет Елизавета. Унăн мăшăрĕ Евгений ятарлă çар операцине 2022 çултанпа хутшăнать. «Октябрь уйăхĕччĕ ун чухне. Ăна алла повестка пачĕç те Женя тÿрех вăрăм çула пуçтарăнма пуçларĕ, юлташĕсем патне шăнкăравларĕ. Унта вара суйласа, шухăшласа тăма вăхăт çук, хушнă – тумалла. Вăл çар çынни – унччен те алла пăшал тытнă çын. Эпĕ ăна пуçтарăнма пулăшрăм, çул çине çимелли хатĕрлеса патăм. Çапла çавăнтанпа вара ачасен ашшĕ килте мар, паллах, отпуска килсе каять, вăл та лайăх. Чĕрĕ-сывă пултăрччĕ, эпĕ йăлăнни, тархаслани çиттĕрччĕ», – терĕ Лиза. Евгений – ефрейтор, маларах вара Чечен вăрçине хутшăнса виçĕ наградăна тивĕçнĕ, разведчик пулнă. Ятарлă çар операцине кайиччен Мускав хулинче официаллă йĕркепе ĕçленĕ. Халĕ вăл чăваш полкĕнчи салтаксемпе пĕр стройра Запорожье енче Тăван çĕршыва хÿтĕлет. Чăваш полкне тăван тăрăхри волонтерсенчен, кил-йышран гуманитари пулăшăвĕ çитсе тăнипе салтак кăмăллă. Елизавета Шупашкар хулинчи «В. Чапаев ячĕллĕ производство пĕрлешĕвĕ» акционерлă обществăра вун виççĕмĕш çул ĕçлет. «Хамĕçленĕ çĕртен те Женьăна пулăшас терĕç, вĕсем пулăшнипе виççĕр пин тенкĕ майлă хÿтлĕх хатĕрĕсем туянма май килчĕ. Халĕ те ăна валли пулăшу уйăрса тăраççĕ. Тавах ĕçтешсене тата муркашсене – фронта пулăшакансене», – терĕ салтак арăмĕ.

Роза ИЛЛАРИОНОВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6